Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лутра сценӑна панулми тураттисемпе, икӗ айккине тӗслӗ хунарсемпе илемлетсе ҫавӑрнӑ, рампӑна вӑйсӑр электричество ламписем ҫутатаҫҫӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫав ҫутӑсем йывӑҫсен юрпа витӗннӗ тӑррисем патне ҫитичченех куҫса ҫӳренӗ, йывӑҫӗсем пурте уяв чухнехи пек тумланнӑ пулнӑ, вӗсем хӑйсен йӑлтӑртатса тӑракан тураттисемпе пӗр-пӗринчен тытӑнса тата хӑйсем ҫийӗнчи алмаз пек юр пӗрчисене пур еннелле те силлесе халь-халь художник тавра ташласа ҫаврӑнма тытӑнассӑн туйӑннӑ.
10. Улмуҫҫи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Тихонов, Н. Совет ҫыннин сӑн-сӑпачӗ: Ленинград калавӗсем / Николай Тихонов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1942. — 54 с.
Йывӑҫсем сулкаланма, пур тураттисемпе те ҫапкаланма тапратрӗҫ.
II // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Вырӑн-вырӑнӗпе вӑрман ҫул хӗрринех ҫитет, вара чӑрӑшсем кайри урисем ҫине тӑнӑ упа пек курӑнаҫҫӗ, хӑйсен тураттисемпе кӗске кӗрӗк аркинчен, ҫанӑсенчен ҫакланаҫҫӗ.
1. Виҫҫӗн // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хӑрах кӗсменӗ хуҫӑлнӑ, сулли юшкӑнпа вараланса пӗтнӗ, ун ҫинче йывӑҫ тураттисемпе ҫулҫӑсем йӑваланса выртаҫҫӗ.Другое весло было сломано, и весь плот занесло илом, листьями и сучками.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Таҫта ҫӳлте, ҫав колоннӑсен вӗҫӗнче, ҫулҫӑсем ӳсекен тураттисемпе витӗнсе пӗрлешӗнеҫҫӗ.На огромной высоте колонны эти увенчивались капителью из ветвей, на концах которых росли листья.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Омбун хӗвеланӑҫ енчи тураттисемпе ҫулҫисене пӗр самантра ҫулӑм хыпса илчӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Туратсем ҫине пӑхсан, йывӑҫ вулли ҫинче пӗр вӑрман ӳссе ларнӑ темелле: вӗсем шутласа кӑлармалла мар пӗтӗм тураттисемпе хунавӗсене, хӑйсен хушшинче лианӑпа ҫыхланса пӗтнӗскерсене, ҫӳлелле тӑратса ӳсеҫҫӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Хурӑн ҫӗртен икӗ аршӑн ҫӳлерехрен касӑлса татӑлчӗ те, тураттисемпе ҫурт чӳречин ҫара рамисене ҫакланса, стенана чӑрмаласа, ҫӗре ӳкрӗ.
12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗр ирхине, хӗвел пайӑркисем алӑка карнӑ шӑналӑк урлӑ ҫӗрпӳртӗн чӑрӑш тураттисемпе сарнӑ урайне ӳкнӗ вӑхӑтра, туссем иккӗшӗ те хӑйсен койкисем ҫинче карӑнкаласа выртнӑ чух, тулта, сукмак тӑрӑх, такам хӑвӑрт утса иртни, унтан фронтра чи пысӑк хисепре пулнӑ самах илтӗнчӗ: «Почтарь!»
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем кинори хитре хӗрарӑмсен сӑнӗсене тата ют пейзажсен ӳкерчӗкӗсене кӑларса пӑрахрӗҫ, нимӗҫсен картонӗпе хутне сӗвсе илчӗҫ, стенисене чӑрӑш, хурӑн тураттисемпе илемлетрӗҫ, вара вӗсен ҫӗр айӗнчи шӑтӑкӗ тек хӑйӑр юхнипе кӑшӑртатмарӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Алексей халӗ ҫав ҫула аса илчӗ: вӑл ялти ишӗлсе аннӑ кив чиркӳ ҫумӗпе, кирпӗчрен тунӑ, анчах нимӗҫсем ҫунтарса янӑ, пушӑ чӳрече шӑтӑкӗсемпе ҫул ҫинелле пӑхса ларакан шкул ҫумӗпе иртсе пӗчӗк вӑрман урлӑ каҫнӑ (ку вӑрманта чӑрӑш тураттисемпе витнӗ бензовозсем пытанса тӑнӑ), малалла команднӑй пункт землянкисем умӗпе иртсе хӑмасенчен ҫапса тунӑ пӗчӗкҫеҫ будка тӗлӗпе (ку будкӑра Метеорологи сержанчӗ картӑсемпе, схемӑсемпе тӑрмашса пурӑннӑ) тӑсӑлса выртнӑ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Темиҫе ҫӗрте вутӑ пуленкки пек купаланӑ минӑсем е артиллери снарячӗсем выртнӑ, вӗсене пур енчен те чӑрӑш тураттисемпе витсе палӑрми туса хунӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
- 1
- 2