Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туприне (тĕпĕ: тупра) more information about the word form can be found here.
Хӗр туприне пӗтӗмпе тенӗ пекех ҫӑка ҫӳпҫесенче усранӑ: «куллен тӑхӑнмалли кӗпесем, пирсем ⎼ ҫӳпҫе-шупашка тулли, кӗрӗкӗ-сӑхманне каштасем ҫине ҫакнӑ.

Help to translate

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Кам пушар сӳнтерет, кам хӑйшӗн ҫунать, туприне ҫӑлса хӑварассишӗн тӑрмашать.

Help to translate

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйӗн туприне унӑн кутамккана каялла чикмелле пулчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хӗр туприне пире, йӑмӑкпа иксӗмӗре, аттепе анне тӗрлесе панӑ. Вӗсен аллипе тирпейлӗ тӗрленӗ минтер пичӗсемпе, чӳрече каррисемпе, вырӑн ҫиттисемпе, алшӑллисемпе качча кайнӑ эпир», — тет аслӑ хӗрӗ Надя.

Help to translate

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Тахҫанхи пӑтӑрмахлӑ ҫулсенче пуянсене тӗппипех пӗтереҫҫӗ — хӑйсене ачи-пӑчипе пӗрлех Ҫӗпӗре е тӗрмене яраҫҫӗ, кил-ҫуртне, туприне туртса илеҫҫӗ, чухӑнсене валеҫсе параҫҫӗ тени ман аттепе пичче хӑлхине те ҫитнӗ.

Help to translate

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсем те ҫаратса тултарнӑ туприне Савантер пек майлаштарасшӑн иккен.

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗнпур ҫаратнӑ туприне вӑл икӗ ҫӳпҫене хучӗ, ҫӳпҫисене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса ҫирӗп вӗренпе ҫыхрӗ те учӗ ҫине ҫакса ячӗ.

Help to translate

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кашни ялта пуянсене, куштансене, пуп таврашне хӑваласа кӑларма тытӑнчӗҫ, вӗсен туприне чухӑнсене, тӑлӑх-туратсене валеҫсе пачӗҫ.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Пуянсен туприне чухӑнсемпе тӑлӑхсене валеҫсе пама та хушнӑ-и? — татах иккӗленчӗ тепри.

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унта пуянсенчен ҫӗрне туртса илме, пупсене ялсенчен хӑваласа кӑларма ирӗк панӑ, вӗсен туприне чухӑнсемпе тӑлӑхсене валеҫсе пама хушнӑ, тет…

Help to translate

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйӑр чулӗн тӗксӗмӗ ҫапнӑ питне-куҫне шӑлкаласа, сывлӑш ҫавӑркаласа тӑркаларӗ, вара вӑрман «туприне» кустӑрмасем айнелле аллипе пусма-чикме, урисемпе таптаса тӑкӑслатма, тачӑлатма пуҫларӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кукамӑшӗн туприне курнӑ хыҫҫӑн

Help to translate

Тухйисем пӗри тепринчен илемлӗрех // Елена ЛУКИНА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11431-tu ... ileml-rekh

Ну-ка, чакар машинуна, вӗрентем эп сана колхоз туприне хисеплеме.

Help to translate

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Колхозра ирттернӗ вӑтӑр пӗр ҫултан ҫирӗм улттӑшне эп ун туприне сыхланӑ ҫӗре панӑ.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Кам ирӗк панӑ ҫын туприне хӗсӗрлесе туртса илме?

Help to translate

8 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫын туприне ҫаратма епле намӑс мар вӗсене?

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

— Вӑл Соньӑн кукамӑшӗ пулнӑ-ҫке, хӑйӗн туприне пӗтӗмпех ӑна халалласа хӑварнӑ.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пар пире патша туприне, эпир ӑна виҫ кунта аркатса пӗтеретпӗр, тепӗр кунне нимӗҫсен аллине лекетпӗр.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Аташаҫҫӗ кирлӗ мара. Пар пире патша туприне, ӑна виҫӗ кунта аркатса пӗтеретпӗр, тепӗр кунне нимӗҫсен аллине лекетпӗр» («Элкей таврашӗ», пӗрремӗш кӗнеки, 116 стр.).

Help to translate

Элкей килйышӗ // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 5–14 с.

Пур пек туприне, хваттерне арӑмне парса хӑварнине епле каласа кӑтартӑн-ха?

Help to translate

V // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed