Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ӑхӑ, ӑхӑ, Терен тете каласа панӑ пекех хӑтланать ку, — тарӑху каплана-каплана килет лесникӗн, анчах та хӑй тарӑхнине пурпӗр палӑртмасть-ха.
«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Тарӑхнине пурпӗр палӑртмастчӗ вӑл.
6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Шӑлйӗренсем пирки Пӑлаки аппа Ваҫука: — Хӑвӑнтан тӗлли-паллисӗр ихӗрме те кулма тапратсан, — тенӗччӗ пӗррехинче, — нихӑҫан та тарӑхнине ан палӑрт.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Мӗншӗн-ха тата Эрхип хӑй Ҫимун ашшӗ патӗнче тарӑхнине асӑнмасть?..
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫав тери тарӑхнине пула вӑл чӗлхипе лаҫ алӑкне шӑтарать те унта кӗме пикенет.
Ҫич ураллӑ лаша // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 13–16 с.
Хӗрарӑм мӗншӗн тарӑхнине эпир ӑнланаймарӑмӑр.
Куршанак // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 4–6 с.
Шарламасӑр тӑракан Дубов хумханнине, тарӑхнине кӑтартас мар тесе хӑйне ҫирӗпрех тытма тӑрӑшрӗ, министр заместительне лӑпкӑн тавӑрса каларӗ:
53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Хӑй тарӑхнине пытарать.
Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.
Вӑл пӗррех пуҫне ман еннелле ҫавӑрчӗ те тарӑхнине, кӳреннине палӑртса тӑракан сасӑпа хыттӑн каларӗ:
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Халь вӑл хӑй тӗлӗннине, хӗрхеннине, хӑйне кӳрентернӗшӗн тарӑхнине палӑртса тӑчӗ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Звягинцев ҫапла каларӗ те, тарӑхнине кӑтартма аллипе хыттӑн сулса илсе, тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларчӗ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
— Хӗрача, — татса хучӗ Завьялов, хӑй тарӑхнине пытармасӑр.
6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл ҫӗнтерӳ савӑнӑҫне те, ҫири кӗперен ҫывӑх вилӗм хӑрушлӑхне те, туслӑ алӑ ӑшшине те, хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртни кӑмӑла тултарнӑ ырлӑха та, тӑшман лайӑхрах хӗҫ-пӑшалланнине туйса ним тӑваймасӑр тарӑхнине те пӗлекен пулать.
2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Вӑл яланхи вӑйӑ йӗркисем пӑсӑлнӑшӑн тарӑхнине ҫеҫ кӑтартса парасшӑн пулнӑ, Унӑн ӗмӗчӗ татӑлнӑ.
I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ӗҫри кирек мӗнле пӑтӑрмаха та тарӑхнине, пӑлханнине систермесӗр ирттерсе яраканччӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Тарӑхнине пулах-и, тен, чееленсе тӑмарӗ, хӑйне тапӑнма хӑйнӑ йытта тытма хӑтланса, шӑтӑкран пӗррех миххе тапса сикрӗ.
Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.
— Ҫӗршыв, ҫутӑ пурнӑҫ ҫӑлкуҫӗ… — хӑй ытла та хытӑ тарӑхнине аран-аран чарса, вӑл картта умӗнчи ҫамрӑка ӑнлантарма пикенчӗ, ҫав самантрах хӑй карттӑн хӗвеланӑҫ пайӗ еннелле пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Вӑл пукан ҫинчен тӑчӗ те, хӑй тарӑхнине шӑнӑҫтарма вырӑн шыранӑ пек, пӳлем тӑрӑх уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ.Он встал со стула и заходил по комнате, как бы ища простора для своего негодования.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
— Итле, шӑллӑм, — хӑй ҫав тери тарӑхнине палӑртасшӑн мар пулса, лӑпкӑнрах калама тӑрӑшрӗ тимӗрҫӗ.Стараясь не поддаваться охватившему его гневу, кузнец спокойно заговорил:
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫаксем пурте вӑл темле тискер кайӑкла урса кайнине, виҫерен тухсах тарӑхнине пӗлтерчӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.