Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шапасем кваклатин ҫеҫ каҫхи шӑплӑха ҫурса тӑрать — вӗсене Камерон карапсен верфӗнчи мӑк ҫапакансен ӗҫ шавӗпе, пӑра пӑраланӑ чухнехи саспа, тимӗр хуҫлатнӑ саспа танлаштарать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ашшӗпе пӗрле вӑл ҫӗнӗ кил тавра мӑн ҫын пек утса ҫӳрет, хӑйсен пӳртне ирӗксӗрех аслашшӗ пӳрчӗпе танлаштарать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Янес, тарӑхтармалла, кӳрентермелле каланӑ сӑмаха тимӗр тутӑхӗпе танлаштарать.
Ҫын хӑйне халӗ тата ӗлӗк мӗнле тытни // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Горева Грабенпа Ринг фотографийӗсем ҫине, Австрин чипер столицин питӗ илемлӗ урамӗсем ҫине пӑхать, Голышев патне кайнӑ чухне хӑй курнӑ урамсене Грабенпа Ринг ӳкернӗ урамсемпе танлаштарать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Амӑшӗ хӑй сисмесӗрех вӗсен сӑмахӗсене ывӑлӗпе Андрейӑн сӑмахӗсемпе танлаштарать, танлаштарнӑ май вара хӑй малтан ӑнланма пултарайман уйрӑмлӑха туять.
VII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Хӑй шухӑшӗнче вӑл ҫав кӑрккасене евангелири фарисейсемпе танлаштарать, кӑркка чакӑлтатнине вара вӗҫен кайӑк чӗлхине тӗшмӗртекен ӑслӑ Чарсламанӑн арӑмӗ вырӑнне хурать.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ушкӑн тимлӗн пӑхать те, ҫак хӗрарӑмсене хӑйсен арӑмӗсемпе танлаштарать.Толпа внимательно смотрит и сравнивает этих женщин со своими женами.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Тен, ҫавӑнпа та пулӗ, вӑл ҫав ҫулпа ҫапла шанчӑклӑн утать, мӗншӗн тесен вӑхӑт-вӑхӑтпа вӑл «тусӗн» тата ҫирӗпрех уттине илтет, ӑна ӗненет; хӑй утӑмӗсене унӑн утӑмӗсемпе танлаштарать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пур — ҫаплах килӗшмест манпа, мана «ыттисемпе» танлаштарать!
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ман юлташ паянхипе ӗнерхи куна мар, паллах, танлаштарать.Мой друг, понятно, сравнивает не вчерашний и сегодняшний день.
Ҫынсем ухмахлана пуҫланӑ-ши? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4757.html
Халӗ те вӑл чӗлхе ӑслӑлӑхӗнче тӑрмашать: тӗпчет, шырать, танлаштарать — кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке калӑплать.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Чӑваш ӑслӑ ҫынна ӑмӑрт кайӑкпа танлаштарать.
Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№
- 1
- 2