Шырав
Шырав ĕçĕ:
12. Пӗрремӗш кунне хӑйӗн парнине Наассон, Иуда йӑхӗнчи Аминадав ывӑлӗ, кӳнӗ; 13. вӑл кӳнӗ парнесем ҫаксем: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 14. тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 15. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 16. ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 17. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Наассон, Аминадав ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Унтан икӗ качака таки илӗ те вӗсене Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна тӑратӗ; 8. Аарон икӗ качака таки пирки шӑпа ярӗ: пӗр шӑпи — Ҫӳлхуҫашӑн, тепӗр шӑпи — ирӗке ямалли; 9. Аарон Ҫӳлхуҫашӑн шӑпа тухнӑ качака такине илсе пырӗ те ӑна ҫылӑхшӑн парне кӳрӗ, 10. ирӗке яма шӑпа тухнӑ качака такине вара Ҫӳлхуҫа умне чӗрӗ халлӗн илсе пырса тӑратӗ, ӑна, тасатмалли йӗрке тӑрӑх тасатса, пушхире ирӗке кӑларса ярӗ, [вӑл вара хӑй ҫинче вӗсен йӗркесӗр ӗҫӗсене ҫын ҫӳремен ҫӗре илсе кайӗ].
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ааронӑн сӑваплӑ вырӑна акӑ мӗн илсе кӗмелле: ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӑру, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн така; 4. унӑн йӗтӗнрен тунӑ таса хитон тӑхӑнмалла, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи те йӗтӗн пултӑр, пилӗкне йӗтӗн пиҫиххи ҫыхтӑр, йӗтӗн кидар тӑхӑнтӑр: ку — тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир; вӑл ӳтне шывпа ҫутӑр та ҫавна тӑхӑнтӑр; 5. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗнчен ҫылӑх парни кӳмешкӗн [качака кӗтӗвӗнчен] икӗ качака таки тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр сурӑх таки илтӗр.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Саккӑрмӗш кунне Моисей Ааронпа унӑн ывӑлӗсене тата Израиль пуҫлӑхӗсене чӗнсе илнӗ те 2. Аарона каланӑ: ҫылӑх парни кӳме вӑкӑрсенчен пӗр пӑру ил, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме така ил, иккӗшӗ те айӑпсӑр пулччӑр, вӗсене Ҫӳлхуҫамӑр умне илсе пыр; 3. Израиль ывӑлӗсене те кала: ҫылӑх парни кӳме качака таки илӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме пӗр ҫулхи [така,] пӑру тата путек илӗр, вӗсем айӑпсӑр пулччӑр, 4. Ҫӳлхуҫамӑр умӗнче парне кӳме, канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн, вӑкӑрпа сурӑх таки илӗр тата йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тырӑ-пулӑ парни кӳрӗр: паян сире Ҫӳлхуҫамӑр курӑнӗ, тенӗ.
Лев 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Халӑх пуҫлӑхӗ ҫылӑха кӗрес пулсассӑн, йӑнӑшпа Ҫӳлхуҫанӑн, хӑйӗн Туррийӗн, ӳкӗчӗсене хирӗҫ тума юраманнине мӗн те пулин туса айӑпа юлсассӑн, 23. вӑл хӑй мӗнле ҫылӑх туса ҫылӑха кӗнине ӑнланса илсессӗн, парне кӳме айӑпсӑр качака таки илсе пытӑр, 24. аллине качака таки пуҫӗ ҫине хутӑр, вара ӑна пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парнесене Ҫӳлхуҫа умӗнче пусакан ҫӗрте пусса пӑрахтӑр: ку — ҫылӑх парни; 25. священник ҫылӑх парнийӗн юнӗ ҫине пӳрнипе пуҫса илсе пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн мӑйракисене сӗртӗр, юлашки юнне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗн никӗсӗ ҫумне тӑктӑр; 26. тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтарса янӑ пек, унӑн мӗнпур ҫӑвне ҫунтарса ятӑр; священник ӑна ҫапла ҫылӑхӗнчен тасатӗ, вара унӑн ҫылӑхӗ каҫарӑнӗ.
Лев 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Шкул хуралҫин Берентей ятлӑ качака таки, арҫын ачасене ҫав тери курайманскер, хай ҫапӑҫма юратнине манса кайсах, пӗр сулхӑн тӗм кутне кайса выртнӑ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Ун пек тусан вара, — генерал сӑмахне пӳлчӗ тамошня директорӗ, — ҫав вӑрӑсем хӑйсен атаманне алли-урипех ҫыхса, пирӗн алла тытса памаҫҫӗ пулсассӑн — эпӗ коллежский советник мар, киргиз таки пулӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Сурӑх кӗтӗвӗнчи качака таки пек…
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вҫӑ таки ман мотоблок илес килет-ха, ҫулсем малалла, ялта вара лашасем те юлмарӗҫ…Мне же всё-таки нужен мотоблок, а то годы вперёд, а в деревне уже и лошадей не осталось…
Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив
Вӑл, ытти арҫынсем пекех, качака таки, ҫапах пурнӑҫ пӗтмӗшне саплаштарса пурӑнма пулӑшӗ сана.Он такой же козел, как все, но поможет дожить остаток жизни.
Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.
Ашкӑнчӑк упӑте, ашак, качака таки, ҫӑмламас упа ҫӗр ҫине коллективлӑн лач сурса хунӑ.Проказница мартышка, осёл, козёл, косматый медведь коллективно шлёп сплюнули на землю.
Упӑте, ашак, качака таки тата упа // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 172 с.
И. А. Крыловӑн «Квартет» ятлӑ юптарӑвӗнчи геройсем: ашкӑнчӑк упӑте, ашак, качака таки тата ҫӑмламас упа пухӑнса, концерт пама шухӑш тытнӑ.
Упӑте, ашак, качака таки тата упа // Иван Мучи. Иван Мучи. Кулӑшла калавсем: Калавсем, фельетонсем. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1982. — 172 с.
8. Качака таки ҫавӑн хыҫҫӑн шутсӑрах вӑйланса кайрӗ; анчах та, хӑватланса ҫитсессӗн, пысӑк мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне вара тӗнченӗн тӑватӑ еннелле кӑнтарӑнса тӑракан тӑватӑ мӑйрака шӑтса тухрӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа тӑраттӑм — курах кайрӑм: акӑ анӑҫ енчен, пӗтӗм ҫӗр ҫийӗн, качака таки килет, ҫӗре перӗнмесӗр пырать; ҫавӑ качака такин куҫӗсем хушшинче темӗн пысӑкӑш мӑйрака.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Куҫӑма уҫрӑм та курах кайрӑм: акӑ юханшыв хӗрринче пӗр сурӑх таки тӑрать; икӗ мӑйракаллӑ хӑй, мӑйракисем вӑрӑм, анчах пӗри тепринчен вӑрӑмрах, вӑрӑмми вара кайран ӳснӗ.
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Уявсенче тата чаплӑ кунсенче унӑн тырӑ парнине пӑру пуҫне пӗр ефа, сурӑх таки пуҫне пӗр ефа, путек пуҫне хӑй мӗн чухлӗ парать, ҫавӑн чухлӗ кӳмелле, тата ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ кӳмелле.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тырӑ-пулӑ парнине вӑл пӑру пуҫне пӗр ефа, сурӑх таки пуҫне пӗр ефа, путек пуҫне вара хӑй мӗн чухлӗ парать, ҫавӑн чухлӗ кӳрӗ, тата ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ кӳрӗ.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кун аслӑ пуҫлӑхӑн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӗр пӑру кӳмелле, тата ултӑ путекпе айӑпсӑр сурӑх таки кӳмелле.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аслӑ пуҫлӑхӑн Ҫӳлхуҫана шӑматкун пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парни айӑпсӑр ултӑ путек тата айӑпсӑр сурӑх таки пулмалла; 5. тырӑ парни така пуҫне пӗр ефа пулмалла, путек пуҫне вара аслӑ пуҫлӑх мӗн чухлӗ тырӑ парни парать, ҫавӑ пулать, тата ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ памалла.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Тата унӑн тырӑ-пулӑ парни — пӑру пуҫне пӗр ефа, сурӑх таки пуҫне пӗр ефа, ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ — кӳмелле.24. Хлебного приношения он должен приносить по ефе на тельца и по ефе на овна и по гину елея на ефу.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.