Шырав
Шырав ĕçĕ:
Серёжа вилӗ кушак ҫурине, таса мар тир татки пекскере, курнӑ; таткаланса пӗтнӗ тӗссӗр те типӗ ҫунатлӑ лӗпӗшсене; ҫыран хӗррине тухса ӳкнӗ вилӗ пулӑсене; кухньӑри сак ҫинче выртакан вилӗ чӑхха — курнӑ: мӑйӗ унӑн хурсенни пекех вӑрӑмччӗ тата унта хура шӑтӑк пурччӗ, ҫав шӑтӑкӗнчен таз ҫине юн тумлатчӗ.
Мӑн асламӑшне пытарни // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Пӗррехинче вӑл ӑна чирлесе ӳкнӗ Ольга вырӑнӗ патӗнче тӑнине курчӗ; вӑл кофта ҫаннисене тавӑрса, таз ҫине пӗшкӗнчӗ те, алшӑллине шывпа йӗпетсе илсе, тӳрленсе тӑчӗ; ҫав тери яштака, хӗрӗнни пек пысӑках мар кӑкӑрлӑскер, вӑл чӑтма ҫук илӗртме пуҫларӗ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Наталья пӑхӑр таз ҫинче пысӑк ҫӗҫӗпе пӑр катать, ҫак вӑхӑтпа, пӑхӑр чанклатнипе пӗрлех, хӗрарӑм ӗсӗклени илтӗнет.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Сӑмса тутрисем ҫума тытӑнсан, супӑнь кӑпӑкӗ пур еннелле те сирпӗнсе урайне ӳкет, табуретка ҫинче ларакан таз ҫав тери сиккелет.
Ҫулла Ленӑпа Чижик // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Стёпка, сывламан пек пулса, таз ҫинчи номера хӑвӑрт вӗҫертсе илчӗ те аяккалла чупса кайса пӑс ӑшӗнче ҫухалчӗ.Степка, затаив дыхание, быстро снял номерок, отбежал в сторону и потонул в облаках пара.
11. Мунча // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Стёпка йӗри-тавралла пӑхса илчӗ те, таз патне пырса ларчӗ.
11. Мунча // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Вӑл пуҫне тепре супӑньлесе куҫне хупсанах, номера ҫавӑрса тыт, ӑна таз ҫумне ҫыхса хунӑ.Как только голову еще раз намылит, а глаза, значит, закроет, — хватай номерок, он к тазу привязан.
11. Мунча // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Ҫав вӑхӑтра Мишка сасартӑк таз аври ҫумне ҫыхса хунӑ номера асӑрхарӗ.
11. Мунча // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Савоськин боцманӑн каллех Яшкӑна урисенчен ярса тытса таз патӗнчен аяккарах илсе каймалла пулчӗ.Опять пришлось боцману Савоськину схватить Яшку за лапы и отвести подальше от таза.
Каллех аврал! // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Савоськин аллинчен вӑр-вар вӗҫерӗнсе таз патне чупса пычӗ те шывра шампӑлтатакансене ҫавӑнтах путарма тапратрӗ.
Каллех аврал! // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Вӗсем таз патне чупса пычӗҫ те тӳрех шывалла чӑмрӗҫ.
Каллех аврал! // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Чи малтан таз ӑшне Яшка кӗрсе ларчӗ.
Каллех аврал! // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Палуба ҫине тарӑн таз кӑларса лартрӗҫ, хӗрри таран унта ӑшӑ шыв тултарчӗҫ: — Атьӑр-ха, упӑтесем, шывалла чӑмӑр! — терӗҫ.
Каллех аврал! // Феодосия Ишетер. Баруздин С. А. Равипе Шаши: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 44 с.
Ҫула илсе тухнӑ япаласенчен тата амансан е суранлансан кирлӗ хатӗрсем: пуклак вӗҫлӗ хачӑ, ал-ура хуҫӑлсан ҫыхмалли йывӑҫ хупписем, хытӑ пир татӑксем, бинтсем, компрессем, фонтанель, юн юхтармалли таз — ҫаксем пурте хӑрушӑ япаласем, кунсӑр пуҫне декстрин тултарнӑ темиҫе кӗленче, сурансене ҫумалли спирт, тӑхланлӑ уксус, эфир, ахаль уксус тата нашатырь, ҫаксем пурте сахал лӑплантаракан эмел-имҫамсем.
XI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Ӳкет пулсан, тӳрлетӗр, — ҫилӗпе ответ пачӗ ӑна хӗр, туллиех юнлӑ шыв тултарнӑ таз ҫӗклесе иртсе.— Если спадает, поправьте, — сердито ответила ему несшая полной таз окровавленной водой девушка.
X // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
Ҫак савӑтӑн шӑтӑкӗсене сапласа, унпа кукӑль пӗҫерме шутларӑмӑр: нӳхрепе анса, таз тулли ҫӑнӑх илсе тухрӑмӑр, вара ирхи апата утрӑмӑр.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Йӑлтӑртатакан никельлӗ хирурги инструменчӗсем, ансӑр сӗтел, сӗтел айӗнче тем пысӑкӑш таз.Отблеск никеля на хирургических инструментах, узкий стол, огромный таз под ним.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл таз ҫине шыв янӑ та ӳчӗ хӗп-хӗрлӗ пуличчен йӗпе пит шӑллипе шӑлӑннӑ, аялти кӗпине улӑштарса, хӑвӑрт вырӑн ҫине кӗрсе выртнӑ.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Анчах пӳртре ҫенӗкринчен нумаях ҫутӑ мар — клеенкӑпа витнӗ тӑваткал сӗтел тӗлӗнче тӑрпасӑр, пысӑках мар хӑюне антарнӑ ҫиччӗллӗ лампӑ ҫакӑнса тӑрать, хӑйӑвӗнчен тӗтӗм ҫип пек тӑсӑлать, мачча ҫине унӑн вылянчӑк мӗлки ӳкет: шупка тӗксӗм ҫутӑ ҫывӑхри тӗттӗме кӑна сирет, сӗтелтен виҫ-тӑват утӑмри ҫитсӑ чаршав карнӑ сарлака йывӑҫ кроватьпе лутра сентре аран-аран курӑнаҫҫӗ, стена ҫумӗнчи савӑт-сапа шкапӗн кантӑк алӑкӗсем тӗксӗммӗн ҫуталаҫҫӗ, ҫур пӳрте йышӑннӑ пысӑк вырӑс кӑмаки хыҫӗнчи шӑратса тунӑ кивӗ кӑмканран шултра тумламсем таз ҫине пӑнт-пӑнт тумлаҫҫӗ.
3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Ҫемен таз ҫине пӗкӗнет, телейлӗ те савӑнӑҫлӑ Анфиса хӑйӗн хӑвӑрт аллисемпе унӑн тӑмаланса тӑракан пуҫне супӑнь сӗрет.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.