Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврашӗнчи (тĕпĕ: тавраш) more information about the word form can be found here.
Уралпа Пермь таврашӗнчи (1842), кӑшт каярахпа чӑвашсем хушшинчи (1841 — 1842) пӑлхавсене официаллӑ документсенче ҫӗрулми пӑлхавӗсем тенине пӗлетпӗр-ха эпӗр.

Волнения 1842 года между Уралом и Пермью, а позднее в Чувашии (1841–1842) носят официальное название «картофельных бунтов».

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Нумай вӑхӑт иртрӗ-и ҫапла, сахал-и, ҫанталӑк ӑшӑтас еннелле сулӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах шыв-шур тапранманччӗ-ха, Шурчапа ун таврашӗнчи ялсене Савтепи тепре тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ: вӑл — пач ҫухалчӗ.

Наконец запахло долгожданной весной: потеплело, но снег и лед пока как лежали плотным покровом, так и продолжают лежать. И тут Савдеби в очередной раз встряхнула всю округу — она пропала.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Иван Степанович Протопопов Чулхула таврашӗнчи нумай ачаллӑ пуп кил-йышӗнчен тухнӑ пулнӑ.

Выходцем из нижегородского рода поповичей.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вулӑсри тиексемпе суд таврашӗнчи чиновниксен икӗ тӗрлӗ ҫул: е пуйса купсана тухаҫҫӗ вӗсем е, тӳрӗреххисем пулсан, — ӗҫке ярӑнаҫҫӗ.

У волостных дьяков и судей, у всех чиновников два пути: разбогатеть и выбиться купеческое сословие или — если ты честный человек — удариться в пьянство.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Атӑл таврашӗнчи ҫынсем — пулас масӑльмансем.

А сколько мусульман на Волге, и сколько еще будет!

Таркӑнсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ейӗк таврашӗнчи вырӑссем пӗлтӗрех хаяртарах тӳре-шарасемпе пупӗсене тӗп тунӑ, кантурсене аркатса патша хучӗсене туртса илнӗ.

— Русские на Яике еще в прошлом годе расправились со злыми попами да чиновниками, разгромили конторы и взяли ту царскую бумагу.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӳпле таврашӗнчи улӑх кӗҫех ҫаралать.

Луг вокруг шалаша вскоре облысел.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чиркӳ таврашӗнчи ҫын кил-йышӗнче мар, пӗр-пӗр хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ пулсан Александр Петровичӑн пупа тухасси пирки шутламалли те ҫукчӗ ӗнтӗ.

Не будь Александр Петрович поповичем — не мечтать бы ему о духовном сане.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кантур таврашӗнчи вырӑссене куркалап та эпӗ…

Среди конторщиков я видел русских.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хунавланса кайнӑ вӑрӑм улма аврисене сиенлес мар тесе, вӗсем асӑрханса пусаҫҫӗ, пӗр-пӗр авӑр таврашӗнчи тӑпрана ишсе антарсан, чарӑнса, ӑна купаласа хӑвараҫҫӗ.

Help to translate

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Таврашӗнчи ҫынсем ҫакӑн ҫинчен илтсен савӑнсах кайнӑ: хӑйсен ялӗнче герой пур-ҫке-ха!

Help to translate

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку сӑмахсене ҫын илтмеллех каламалла мар та ҫав Глинскин, анчах чӗлхе чараксӑртарах пулни, хӑй таврашӗнчи ятлӑ ҫынсене ытлашши шанни пӗтерет.

Help to translate

2. Йывӑр ҫулталӑк // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мӗн каҫчен, урасем утайми пуличчен ҫӳрерӗҫ вӗсем Хӗрлӗ площадь таврашӗнчи лавккасем тӑрӑх, анчах вӗҫне-хӗрне тупаймарӗҫ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Паллӑ чӑваш турханӗсем Мускава кайма хатӗрленнине илтсе Чалӑм таврашӗнчи ҫармӑс мӑрси Акпарс пырса ҫитрӗ ун патне, хӑйӗн калаҫӑвӗпе нумай тытса тӑчӗ вӑл ӑна, унтан никам чӗнмесӗрех кӳршӗсемпе пӗлӗшсем, Сӑрьел ҫыннисем, ют ял ҫыннисем кӗпӗрленсе пыма пуҫларӗҫ.

Help to translate

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай хӗрне, Нухрата, Сӑр таврашӗнчи пӗр мӑрса ывӑлӗ ҫураҫать тет.

Help to translate

2. Тунсӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Хусан таврашӗнчи хӳтӗлев чиккине тӑвакансен тата мӗнпур тыл ӗҫченӗн паттӑрлӑхне ӗмӗр асӑмлӑ тума Тӑвайран Улянкӑ ялнелле тухса кайнӑ вырӑнта «Тыл ӗҫченӗсене» стела туса лартнӑ.

Help to translate

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Нивушлӗ нефть таврашӗнчи организацисем ҫавӑн пек пуян?

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

1930 ҫулта Самарти иккӗмӗш сыпӑклӑ Чӑваш шкулне хупнӑ хыҫҫӑн эпӗ, ҫав шкулӑн 7-мӗш класӗнчен вӗренсе тухнӑскер, виҫӗ ҫула яхӑн е хамӑр ял колхозӗнче, е Самарпа Ӗпхӳ таврашӗнчи ҫӗнӗ стройкӑсенче ӗҫлекелесе ҫӳрерӗм.

Help to translate

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Ытти съемкӑсене Шупашкар таврашӗнчи вырӑнсенче — Атӑл хӗрринче ӳкерме палӑртнӑ режиссер.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Елчӗк таврашӗнчи Лаш-Таяпа ҫынни.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed