Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тавраш the word is in our database.
тавраш (тĕпĕ: тавраш) more information about the word form can be found here.
Хӗрупраҫсем тӗр тума чарӑнаҫҫӗ шӑрӑхра, Ҫураҫнӑ хӗр тавраш ҫеҫ пухать хӗрҫум утӑра.

Help to translate

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чаплӑ чӑваш яш-кӗрмӗ хастарланса вӑй вылять, Улпут тавраш ывӑл хӗрпе пӗрлешмешкӗн тӑрӑшать.

Help to translate

VI. Ик еннелле // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Санюк та, урӑх машина тавраш тек килменнине кура, йывӑҫ ҫинчен хӑвӑрт кӑна сиксе анчӗ.

Help to translate

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Картишӗнче хуралҫӑ тавраш ҫук.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Савӑт тавраш ҫук.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Шӑллӗ каллех ҫыран хӗрринчи пур япалана та, пур вырӑна та пӑхса ҫаврӑнчӗ, пурпӗрех нимӗнле шӑтӑк та, ӳпле тавраш та курмарӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Галстукпа шӑрҫа тавраш пӗрле ҫакса ҫӳреме илемсӗр те, юрамасть те.

Help to translate

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫыру тавраш та, сас-хура та пулмарӗ кайран.

Help to translate

Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Телефон тавраш пирӗн ача ҫуртӗнче мар, ял Советӗнче те ҫук.

Help to translate

Хурлӑхлӑ кунсем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпир хальччен елка тавраш курман-ҫке.

Help to translate

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кӗсен тавраш пӗтмерӗ.

Help to translate

Эпӗ чӗрӗлсен // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пирӗн пӗр пӳлӗмрен тепӗр пӳлӗме ҫеҫ каймалла, ӑшӑ тумтир тавраш кирлӗ те мар, анчах урама ту-хас килет.

Help to translate

Тӗрлӗ халӑх ачисем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ял патӗнче йывӑҫ тавраш ҫук.

Help to translate

Туння аппа // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шурикӑн йӑмӑк тавраш ҫук.

Help to translate

Шурик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Сас-чӳ тавраш илтӗнмест (сар кайӑксен те юрласси улӑх ути ҫуличчен ҫеҫ теҫҫӗ те-ха).

Help to translate

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Хырӑмӗ те, йӑшкаса, хыр тӑрринчен пуш витрелле чанкӑртаттарать (халӗ Пурис хыр сухӑрне йӗпетсе чӑмлама та хирӗҫ марччӗ, анчах пыран «ҫул» ҫинче хыр тавраш тӗл пулмарӗ), ӑш хыпни те пач вут хума пӑрахман, ыйхи те хӑй сехетне кура пуҫа ҫӗр ҫинелле пусарать.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Юрать-ха умра урӑх юхан шывлӑ ҫырма-ҫатра тавраш пулмарӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Алура тавраш аманман пулас-ха.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Эх, кӗленче тавраш та ҫук шыв тултарма», — татӑлса илчӗ Пурис ӑшӗнче, вара шыв пӑвӑннӑ лупашка патнелле вашкӑнтарчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малта, таҫта-таҫта аякра, ҫав-ҫавах тимӗр-тӑмӑр тавраш пӗр-пӗринпе ҫапӑнса хӳнклетни, кӗмсӗртетни, чанклатни, мотор пӗртемлӗ ӗрлени илтӗнкелет-ха.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed