Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чапаев (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Октябрьти Аслӑ революцие хутшӑннӑ, Буденный ҫарӗнче те, Чапаев дивизийӗнче те ҫапӑҫнӑ, Хӗрлӗ Ҫарпа пӗрле Иркутска ҫитнӗ, унта аманнӑ, сывалнӑ хыҫҫӑн Вӑтам Азие басмачсемпе ҫапӑҫма кайнӑ.

Help to translate

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Ҫав тумпа эпӗ Чапаев дивизийӗнче те ҫапӑҫнӑ.

Help to translate

Улттӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Троллейбуссем Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химтехникум» чарӑнуран Шупашкарти «Университета», «Иваново» чарӑнуран тӗп хулари «Медицина центрне» тата Чапаев ячӗллӗ ПОна ҫӳрӗҫ.

Help to translate

Троллейбуссем хуласене ҫыхӑнтарӗҫ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/trolleybussem-hu ... cyhantarec

Станцӑран ансанах Чапаев герой кӗтсе илчӗ.

Help to translate

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Акӑ В.И. Чапаев вӗреннӗ шкул ҫурчӗ, сулахаярах — М.К. Кузьмин-Ҫеҫпӗл Мишши ӗҫленӗ юстици ҫурчӗ, «Родина» кинотеатр, Хресченсен ҫурчӗ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӗсем чугун ҫул айӗпе ҫынсем ҫӳремелли кӗперпе иртрӗҫ те троллейбуссем чарӑнакан ҫӗртен тӳрӗрен Чапаев скверне ҫитрӗҫ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Шупашкарти Ленин районӗнчи пӗр участок Василий Чапаев ячӗллӗ пулса тӑма пултарать, Сӗнтӗрвӑрри муниципаллӑ округӗнчи тепӗр суйлав участокӗ вара Андриан Николаев ячӗпе хисепленсе тӑма пултарӗ.

Один из участков Ленинского района Чебоксар может получить имя Василия Чапаева, а другой избирательный участок из Мариинско-Посадского муниципального округа — имя Андриана Николаева.

Суйлав участокӗсене Чӑваш Республикин паллӑ ҫынсен ячӗсене парасшӑн // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/36728.html

Чапаев ҫинчен (мультфильм)

Сказ о Чапаеве (мультфильм)

Рысс Евгений Самойлович // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D1% ... 0%B8%D1%87

«Чапаев вилӗмӗ», «Ҫирӗм улттӑ», «Перекоп», «Летчиксен маршӗ», «Сыхлӑх юрри», «Шанчӑклӑ хурал» тата ытти сӑввисенче вӑл совет ҫыннин чӑтӑмлӑхӗпе паттӑрлӑхне мухтанӑ, тӑван ҫӗршыв хӑватне кунсерен ӳстерсе пыма поэзилле хӗрӳлӗхпе чӗнсе каланӑ.

Help to translate

Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.

«Чапаевец-интернационалистсем» статьяра, Чапаев дивизийӗсенче пулнӑ нимӗҫ рабочийӗсем пирки сӑмах хускатнӑ май, автор ҫапла ҫырать:

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

В. И. Чапаев хӗрӗн чӗлхи ҫинчен те автор илемлӗ ҫырнӑ:

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ака хӑшӗ-пӗрисем: «Шуррисем уйрӑмах икӗ сӑрт хушшинчи айлӑмра ҫатма ҫинчи пӑрҫа пек ӑшаланчӗҫ»; «Вӗсене ялта тӑр-кӑнтӑрла хунарпа шырасан та тупаймастӑн»; «Инкек тени куҫа курӑнса килмест»; «Чапаев дивизийӗ Урал шур казакӗсен ҫарне аслати пек кисретнӗ».

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

В. Бурнаевский «Революци салтакӗсем» статьяра К. Я. Грасиспа В. И. Чапаев пӗр-пӗрне «курни», пӗр-пӗринпе «тӗл пулни» ҫинчен каласа парас тӗллев тытнӑ.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Чапаев дивизийӗнчи ытти хӗрарӑм-боецсене те ҫапла каланисем пулнӑ, теҫҫӗ.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл В. И. Чапаев дивизийӗнче ҫапӑҫнӑ, паттӑрлӑх кӑтартнӑ.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Эпӗ М. А. Поповӑна «Чапаев» кинофильм тухичченех, Мускаври патшалӑх университетӗнче 1927 ҫулхи сентябрьте курнӑччӗ.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Ҫавӑнтах мӗншӗнне те пӗлтерет: Анка-пулеметчица — Чапаев дивизийӗнчи 50 яхӑн хӗрарӑм боецсен пӗтӗмӗшле сӑнарӗ.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

«Кам вӑл Анка-пулеметчица?» ятлинче автор «Чапаев» кинофильмри Анка-пулеметчица пирки ҫӳрекен сӑмах-халап ҫинчен ҫырать.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Анчах Чапаев ячӗ нихҫан та тӗксӗмленмӗ, ун ҫумне тутӑх ҫыпӑҫмӗ.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

«Пирӗншӗн В. И. Чапаев ячӗ — вилӗмсӗр ят.

Help to translate

Чапаев ҫинченех… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 65–67 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed