Шырав
Шырав ĕçĕ:
Цуар (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
14. Чи малтан Иуда ывӑлӗсен тапӑрӗн элемне ҫӗкленӗ те унти ҫар ушкӑнӗсем тапранса кайнӑ; вӗсен ҫарӗн пуҫлӑхӗ Наассон, Аминадав ывӑлӗ; 15. Иссахар ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Нафанаил, Цуар ывӑлӗ; 16. Завулон ывӑлӗсен йӑхӗнчи ҫарӑн пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иккӗмӗш кунне Нафанаил — Цуар ывӑлӗ, Иссахар [йӑхӗн] пуҫлӑхӗ — илсе пынӑ; 19. вӑл хӑй ятӗнчен ҫак парнесене илсе пынӑ: таса сикль виҫипе шутласассӑн, ҫӗр вӑтӑр сикль таякан пӗр кӗмӗл тирӗк, ҫитмӗл сикль таякан пӗр кӗмӗл курка; тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн ҫак савӑтсене йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ тултарнӑ пулнӑ, 20. тӗтӗрмелли тултарнӑ вунӑ сикль таякан пӗр ылтӑн тӗтӗркӗч, 21. пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр пӑру, пӗр така, пӗр ҫулхи пӗр путек, 22. ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӗр качака таки 23. тата канӑҫлӑх парни кӳмешкӗн икӗ вӑкӑр, пилӗк така, пилӗк качака таки, пӗр ҫулхи пилӗк путек; Нафанаил, Цуар ывӑлӗ, илсе пынӑ парнесем ҫаксем ӗнтӗ.
Йыш 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иуда ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Наассон, Аминадав ывӑлӗ, 4. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче ҫитмӗл тӑватӑ пин те ултҫӗр ҫын; 5. ун хыҫҫӑн Иссахар йӑхӗ тапӑр лартӗ, Иссахар ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Нафанаил, Цуар ывӑлӗ, 6. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ тӑватӑ пин те тӑватҫӗр ҫын; 7. [унтан] Завулон йӑхӗ [тапӑр лартӗ], Завулон ывӑлӗсен пуҫлӑхӗ Елиав, Хелон ывӑлӗ, 8. унӑн шута кӗнӗ ҫарӗнче аллӑ ҫичӗ пин те тӑватҫӗр ҫын; 9. Иуда тапӑрӗн шутне кӗнисем, ҫар ушкӑнӗсем тӑрӑх шутласа тухсассӑн, мӗнпурӗ ҫӗр сакӑрвун ултӑ пин те тӑватҫӗр ҫын; малтан вӗсен тапранмалла.
Йыш 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Сирӗнпе пӗрле пулмалли ҫынсен ячӗсем акӑ ҫаксем: Рувим йӑхӗнчен Елицур, Шедеур ывӑлӗ; 6. Симеон йӑхӗнчен Шелумиил, Цуришаддай ывӑлӗ; 7. Иуда йӑхӗнчен Наассон, Аминадав ывӑлӗ; 8. Иссахар йӑхӗнчен Нафанаил, Цуар ывӑлӗ; 9. Завулон йӑхӗнчен Елиав, Хелон ывӑлӗ; 10. Иосиф ывӑлӗсенчен: Ефрем йӑхӗнчен Елишама, Аммиуд ывӑлӗ; Манассия йӑхӗнчен Гамалиил, Педацур ывӑлӗ; 11. Вениамин йӑхӗнчен Авидан, Гидеоний ывӑлӗ; 12. Дан йӑхӗнчен Ахиезер, Аммишаддай ывӑлӗ; 13. Асир йӑхӗнчен Пагиил, Охран ывӑлӗ; 14. Гад йӑхӗнчен Елиасаф, Регуил ывӑлӗ; 15. Неффалим йӑхӗнчен Ахира, Енан ывӑлӗ.
Йыш 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1