Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Авдеич (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Мӗн каласа памалли пур унта, — мухтанасшӑн мар пек пулчӗ Авдеич.

— Что там рассказывать-то, — заскромничал Авдеич.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Санӑн, Авдеич, ҫамрӑксене ху Санкт-Петербургра разбойника епле тытни ҫинчен каласа кӑтартасчӗ луччӗ, — канаш пачӗ ӑна Мирон Григорьевич, тӑлӑпӗн аркине варкӑштаркаласа хускатнӑ чӳрече ани ҫинчен анса.

— Ты, Авдеич, лучше рассказал бы молодым, как ты в Санкт-Петербурге разбойника споймал, — предложил Мирон Григорьевич и слез с подоконника, запахивая тулуп.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Аллисем — во! — Авдеич хӑйӗн вӑрӑм аллисене хӑлаҫласа кӑтартрӗ, — пуҫӗ, — тупа туршӑн та суймастӑп — така хуранӗ пысӑкӑш.

— Ручина — во, — Авдеич развел граблястые руки, — голова — ей-богу, не брешу — с польско́й котел.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ, тӑванӑм, ӗмӗрте те суймастӑп, — терӗ Авдеич ӗнентерӳллӗн, унтан сивчир тытнӑ пек чӗтресе тӑракан Аникушка ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ.

— Я, брат, сроду не брешу, — внушительно сказал Авдеич и с удивлением оглядел Аникушку, дрожавшего, как в лихорадке.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ӑҫтан чавса кӑлартӑн-ха эсӗ вӗсене, Авдеич? — ыйтрӗ ҫара питҫӑмартиллӗ Аникушка, кӳршине чавсипе тӗртсе.

— Где же раскопал их, Авдеич? — спросил голощекий Аникушка, толкая локтем соседа.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапла, сӑмахран илсен, — Авдеич, йӗрӗнчӗклӗн йӑл кулса, аттипе сурчӑк ҫине пусрӗ, — сӑмахран илсен, мана пӗрре Вешенски станицинче вилнӗ ҫынсен шӑммисене курма тӗл килчӗ, вӑт пулнӑ казаксем, пулнӑ-тӑк пулнӑ.

Так, словом, — и, презрительно улыбаясь, придавливал валенком плевок, — мне довелось в станице Вешенской поглядеть на мертвые костяки, вон было казачество — это да!..

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Акӑ тӑрать халь Авдеич пуху варринче, тӗпӗ ларнӑ ҫӑматтин кӗлли ҫинче тайкаланкаласа; кӗпӗрленсе тӑнӑ казаксем ҫине пӑха-пӑха илсе, хулӑн сассипе витерӳллӗн халап ҫаптарать.

Авдеич стоял в середине, качался на растоптанных в круглышок валенках; оглядывая толпившихся казаков, говорил веско и басовито.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑнтан кайса итлекенсем малтанах ӑна ӗненнӗ, ҫӑварӗсене карса пӑрахса, мӗн каланине пурне те йышӑннӑ, кайран — Авдеич суеҫӗ иккенӗ, ун пек суеҫӗ хутор пуҫланнӑранпа та пулманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ; унтан хӑйӗнчен куҫӑнах кулма тытӑннӑ, анчах та вӑл ниепле ӗненме ҫук тыттарса суйнине ҫынсем ҫавӑнтах сиссен те хӗрелмен (тен, хӗрелнӗ те пулӗ, анчах пичӗ яланах хӗрлӗ пулнипе палӑрман), суйма та пӑрахман.

Ошалелые слушатели сначала верили, разинув рты, принимали на совесть, а потом и открылось, что — враль Авдеич, каких хутор с основания своего не видывал; над ним смеялись в открытую, но он не краснел, уличенный в чудовищных своих измышлениях (а может, и краснел, да за всегдашним румянцем не разобрать), и врать не переставал.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тахҫан-ӗлӗк Авдеич Атаман полкӗнче лейб-гвардире пурӑннӑ.

Служил Авдеич когда-то в лейб-гвардии Атаманском полку.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Итле-ха, Авдеич, халӑх вӑкӑрне эсӗ пӑхса усратӑн-и ҫак?

— Гля, Авдеич, ты, что ль, обчественного бугая правдаешь?

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed