Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӳте (тĕпĕ: ӳт) more information about the word form can be found here.
Никотин шалти органсене ҫеҫ мар, ӳте те ватӑлтарать, шӑл та тӗсне улӑштарса илемсӗрленет.

Help to translate

Халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхӗ – тӗп приоритет_32 (11019) // Вӑрмар тӑрӑхӗ. http://gazeta1931.ru/gazeta/12310-khal-k ... t-32-11019

Чи малтан вӗсем ӳте сахалрах амантаҫҫӗ, юсав вӑхӑтне кӗскетеҫҫӗ тата пациентсене хӑвӑртрах хӑнӑхнӑ пурнӑҫ патне таврӑнма май параҫҫӗ.

Help to translate

Пушкӑрт ял больницинче 92 ҫулти хӗрарӑма ӑнӑҫлӑ операци тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... un-3875954

Упан вӑрӑм, ҫивӗч чӗрнисем, ваткӑллӑ тумтире шӑтарса, ӳте тирӗнеҫҫӗ.

Help to translate

XII // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Хулпуҫҫи урлӑ ҫакнӑ вӗрен ӳте кассах кӗрет тейӗн.

Help to translate

XI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

Юханшыв тӗпӗнче тата ҫӳлте пусӑм тӗрлӗрен пулнипе каялла хӑпарнӑ чухне ӗҫлекен ҫынсен юнра азот палӑрма пуҫланӑ, ҫакӑ пуҫа ыраттарнӑ, чӗрене йывӑр ӗҫлеттернӗ, ӳте кӗҫӗтнӗ, хӑшӗ-пӗрин шӑнӑр туртса лартнӑ, ал-ура ҫывӑрса ларнӑ.

Из-за разницы давления у дна реки и наверху при обратном подъёме в крови начинал выделяться азот, что вызывало сильнейшие головные боли, сердечную недостаточность, кожный зуд, судороги, онемение конечностей

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Лаша патне пыма ӗмӗтлениччен малтан ак ҫакӑнти ӳте, — аллине хуҫлатса мӑкӑльлентерсе кӑтартать хайхи, — хытармалла, ак ҫакӑнта вӑй хушмалла.

Help to translate

Чи пӗчӗк патшалӑх // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫавӑнтан пуҫласа, кашни кунах укол тума тытӑнчӗҫ Узина, ӗлкӗр кӑна йӗм антарса купарчана ҫаралантарма, шприц йӗппи ҫавӑнтах ӳте тирет.

Help to translate

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Поэзи пулсан — ӗҫлесе ывӑнса Сӳсленнӗ ӳте паттӑрлаттӑр; Хула-ҫурӑма мунчара ҫӑвӑнса Тасатнӑн, ҫынна вӑл тасаттӑр.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫын патне пӗр ҫӳреме вӗренсен, юмӑҫ кун сиктермесӗр чупать вара, мунчара ӳте ҫыпӑҫакан милӗк ҫулҫиех.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӳте мар, чунна та сехмете кайса сутӑн!

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эп ытлашши ӳте нимӗнле те чакарма пултараймастӑп.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ырату пӗтӗм ӳте ыраттарчӗ — кӑкӑртан пуҫласа пӗҫӗ таранччен.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Салтак арӑмӗ пӗр сӑмах та чӗнеймерӗ, вырӑнтан та хускалаймарӗ, — ырату ӳте витӗрех шӑтарса кӗчӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Алӑ хӑй тӗллӗнех ӳте перӗнчӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Конвертсӑр юрамасть. Атту кашнийӗ вуласа тухса сӑрӑпа варласа хума пултарать», — айванла шухӑшларӗ вӑл, тӗнчере ҫырусене тушьпа варалакан, мӗнпур чӗррине — туйӑмсене, шухӑшсене, ӳте пӗтерекен цензура пурри ҫинчен тӗлленменскер.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫавӑн пек ӳссе ларнӑ вӑрман витӗр пуртӑсӑр е лайӑх кинжалсӑр тухма та ҫук: утмассерен йӗпписем тумтиртен ҫакланаҫҫӗ, ӳте тарӑн тиреҫҫӗ.

Сквозь такие заросли без топора или хорошего кинжала не проберешься; колючки цепляются за платье и глубоко вонзаются в тело при каждом движении.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

алӑ ҫинче суран е кӑвакарнӑ вырӑн пулсан, тытнӑ кайӑк-кӗшӗк тушкине тирпейленӗ чухне резина перчетке тӑхӑнмалла: юн ӳте, куҫа, ҫӑвара лекесрен асӑрханмалла, кайӑк ӑш-чикне, тӗк-ҫунатне ҫунтарса ямалла;

Help to translate

Кайӑк-кӗшӗк грипӗ — хӑрушӑ // Д.БАЙМУШКИН. http://елчекен.рф/2023/05/19/%d0%ba%d0%b ... 83%d1%88a/

«Эрхип пекех, ӳте кайнӑ ӗнтӗ вӑл, авланнӑ…» — шухӑшларӗ Ваҫҫа.

Help to translate

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Ешӗл каю ҫине патлатса ӳкнӗ пӗр-пӗр панулмине алла илетӗн те, вӑл ӳте кӑвар пек пӗҫертнӗн туйӑнать: ӑна улмуҫҫин хӗрӳлӗхӗ ҫавнашкал вӗрилентерсе кӗренлетмен-и?

Help to translate

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Хӑш-пӗр чухне ҫапла тӑшман штыкӗ ӳте шӑтарса кӗме пултарасси пирки шухӑшлатӑп та… шалтӑрах халтан каятӑп.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed