Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӑншӑртланса (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ӑшӑ чухне Сережка ҫиет ӑна, кӑшт сивӗнсенех сура-сура пӑрахать те, ӑншӑртланса, антӑхса кайса, макӑрать.

Пока были теплые, Сережка ел, а как чуть остынут — выплевывал, начинал реветь, при этом глазенки его были злыми.

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ай-яй-ай, тыт кунталла!.. — ҫӑвар туллин кӑшкӑрса ячӗ ҫыран хӗрринче кускаласа чупакан украинец, темӗн шутпала пуҫӗ ҫинчен туртса антарнӑ тилӗ тир ҫӗлӗкӗпе сулкаласа, Григорий, урӑм-сурӑм тискеррӗн ӑншӑртланса кайса, лашисене пӗр чарӑнмасӑр хӗтӗртме, кӑшкӑрашса хистеме пуҫларӗ.

А-а-яй, правь!.. — горланил, бегая по берегу, украинец и зачем-то махал сдернутым с головы лисьим треухом, Григорий в диком остервенении не переставая улюлюкал, понукал лошадей.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анчах та Митька ури ыратнине чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерсе ячӗ, алӑка талпӑнса тӗртсе уҫрӗ, унтан, кӳреннипе тата ыратнипе ӑншӑртланса, шӑлӗсене йӗрсе, кӑшкӑрашма тытӑнчӗ:

Но Митька стойко выдержал боль и, рывком распахнув дверь, выкрикивал, скалясь, наглея от обиды и боли:

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гришака мучи, ӑншӑртланса ҫитнипе, ӑна туян пуклак пуҫӗпе хырӑмӗнчен пусрӗ, пӑрапа пӑраланӑ пек.

Ожесточившись, дед воткнул тупой конец костыля ему в живот, как сверлят буравом.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мелеховсем ӑншӑртланса кайса ҫапӑҫаҫҫӗ.

Братья Мелеховы дрались отчаянно.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed