Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫарӑлтарса (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ватта хай — суяса пуранат! — пуҫне тиркевлӗн пӑркаласа мӑкӑртатса илчӗ те маттур сӑн-питлӗ урядник ҫӑра шурӑ шӑлӗсене ҫарӑлтарса хучӗ.

Старая какая — брехня живешь! укоризненно качая головой, проговорил молодцеватый урядник и оскалил густые белые зубы.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Есаул, хырса янӑ пуҫӗ ҫинчи тӳрленсе ҫитмен ҫутӑ хӗрлӗ ҫӗвӗке ҫарӑлтарса, кӗскерех касса ҫӗленӗ кубанкине ӗнси ҫинелле шутарчӗ те чалӑшса кайнӑ ҫӳллӗ атӑ кӗлисем ҫинче вӑрт кӑна калмӑк еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ.

Есаул сдвинул на затылок низко срезанную кубанку, обнажив на бритой голове малиновый незарубцевавшийся шрам, и круто повернулся на высоких стоптанных каблуках лицом к калмыку:

VII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл юнӑхнӑ куҫ улмине ҫилӗллӗн чарса пӑхать, мӑйне пӗкет те, сарӑ шӑл тунине ҫарӑлтарса, хӗрарӑма юбки айӗнчен тухса кайнӑ ҫаврака чӗркуҫҫийӗнчен ҫыртса илме хӑтланать.

Он выворачивал налитое кровью глазное яблоко, изгибал шею и, обнажая желтую плиту оскала, норовил цапнуть бабу за круглое, вылезшее из-под юбки колено.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Унӑн хуҫи — ӑна усрама та, вӗлерме те пултаракан Григорий — ун патне пырсан, вӑл лӑпах ҫапла йӑлтӑркка хура тутине йӗрсе хуратчӗ, ҫурӑмӗ ҫине выртатчӗ те, ҫамрӑк шӑлӗсене ҫарӑлтарса, хӗрлӗ ҫӑмлӑ ҫемҫе хӳрине вылятатчӗ…

Такой же улыбкой щерил он черные атласные губы, когда он, Григорий, хозяин, вольный и в жизни его и в смерти, подходил к нему и кобель, падая на спину, оголял молодые резцы, бил пушистым рыжим хвостом…

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed