Шырав
Шырав ĕçĕ:
яхонт (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Князьпа княгиня хӑйсен ҫемйипе килеҫҫӗ; князь кӑвак ҫӳҫлӗ старик, пергамент евӗрлӗ сарӑхнӑ питлӗ, тӗксӗм те чармак куҫлӑ, сарлака кукша ҫамкаллӑ, виҫӗ ҫӑлтӑрпа, ылтӑн табакеркӑпа, яхонт тыткӑчлӑ туяпа, бархат атӑпа; княгиня — сӑнӗпе те, пӗвӗпе те чипер хӗрарӑм, унӑн пилӗк ача пулин те, ун патне нихҫан та, никам та, князь хӑй те, ҫывӑхне пыман, ӑна ыталаса чуптуман пек туйӑнать.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
5. Огола Мана улталама, асма пуҫларӗ, хӑйӗн еркӗнӗсене, Ассири ывӑлӗсене, хӑйӗн кӳршисене, иленчӗ, 6. яхонт тӗслӗ тумпа ҫӳрекенсене, ҫӗр пуҫлӑхӗсене, хула пуҫӗсене, мӗнпур илемлӗ йӗкӗте, утпа ҫӳрекен юланутҫӑсене иленчӗ; 7. Ассур ывӑлӗсемпе, вӗсен пур маттур ывӑлӗпе, чарусӑр асӑхрӗ, ҫыхланнӑ ҫыннисен пӗтӗм йӗрӗхӗпе хӑйне ирсӗрлерӗ; 8. Египет ҫыннисемпе те асма чарӑнмарӗ, мӗншӗн тесессӗн лешӗсем унпа вӑл ҫамрӑк чухне ҫывӑратчӗҫ, унӑн — хӗрӗн — чӗччине ирсӗрлетчӗҫ, хӑйсен ясарлӑхне ун ҫине яратчӗҫ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йӗркипе: рубин, топаз, изумруд — ку пӗрремӗш йӗрки; 11. иккӗмӗш йӗркинче: карбункул, сапфир тата алмаз; 12. виҫҫӗмӗш йӗркинче: яхонт, ахах тата аметист; 13. тӑваттӑмӗш йӗркинче: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер тӗслӗ ҫиелти риза ту; 32. унӑн варринче пуҫа чиксе тӑхӑнмашкӑн ана пулмалла; ҫуркаланасран, ҫирӗп пултӑр тесе, ун тавра пир хӑю тытса ҫаврӑн; 33. унӑн арки вӗҫне, пӗтӗм арки тавра, сенкер ҫипрен, яхонт тӗслӗ ҫипрен, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫипрен [тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран] нар улмисем туса ҫакса тух; аркӑ тавра [ҫавнашкал улмасем тата] вӗсем хушшинче ылтӑн шӑнкӑравсем: 34. риза арки тавра ылтӑн шӑнкӑрав та улма, ылтӑн шӑнкӑрав та улма пултӑр; 35. ӑна Аарон кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнӗ: Аарон Ҫӳлхуҫа умне сӑваплӑ пӳлӗме кӗнӗ чухне те, унтан тухнӑ чухне те сасӑ илтӗнсе тӑтӑр, унӑн вилмелле ан пултӑр.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӑстайлӑ ӗҫлесе сут кӑкӑрлӑхӗ ту; ӑна ефод тунӑ пекех ту: ылтӑнран, сенкер ҫӑмран, хӗрхӗлтӗм, йӑм хӗрлӗ ҫӑмран тата пӗтӗрнӗ ҫипрен тӗртнӗ виссонран ту; 16. вӑл тӑваткӑл пулмалла, икӗ хутлӑ, тӑршшӗ пӗр шит, анлӑшӗ те пӗр шит пултӑр; 17. ун ҫине тӑватӑ йӗрке харшаланӑ чул ларт; йӗркипе рубин, топаз, изумруд пултӑр — ку пӗр йӗрки; 18. иккӗмӗш йӗрки: карбункул, сапфир тата алмаз; 19. виҫҫӗмӗш йӗрки: яхонт, ахах тата аметист; 20. тӑваттӑмӗш йӗрки: хризолит, оникс тата яспис; вӗсене ылтӑн харшасене лартмалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1