Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Тӗлӗнмелле, — алӑк патӗнче тӑракан Петрук еннелле пӑхса илчӗ вӑл, — кӑмакине хутма вутӑ-шанкине хатӗрленӗ, анчах чӗртсе ярайман.
Вӑрманти ыйткалакан // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Пӗлтӗр туса пӗтермелле пулнӑ, анчах хута ярайман объектсен шутӗнче министр Шупашкар округӗнчи Ҫатракассине шывпа тивӗҫтермелли тытӑма, Шӑмӑршӑ больницин газ котельнӑйне асӑнчӗ.
Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce
Тӳрлетӳсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ тееймӗн – вӗсене сӑмахсӑрах йышӑнчӗҫ, анчах депутатсем меллӗ самантпа усӑ курса Сӗнтӗрвӑрринче авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару тӑрура уҫнӑ, кайран вара пушар хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерменнине пула вӑхӑтлӑха хупма тивнӗ шкулти ӗҫ-пуҫпа, тӗп хулари Сад микрорайонӗнче вӑхӑтра хута ярайман шкулти пушар хӑрушсӑрлӑхӗн лару-тӑрӑвӗпе интересленчӗҫ.
Награда паттӑрсене тупӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/nagrada-pattarsene-tupe
Ҫӗнӗ Шупашкарти 72 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса ярайман.Мошенники не смогли обмануть 72-летнюю женщину из Новочебоксарска.
Ултавҫӑсем 3 сехет ӳкӗтлесен те 900 пин тенкине куҫарман // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35834.html
Ҫамрӑк Исаев, писатель тата критик, комсомолец ҫулӗнчех ҫӗре кӗнӗскер, хӑйӗн пултарулӑхне ҫителӗклӗ таран сарса ярайман, ҫапах та самана шухӑш-кӑмӑлӗпе пурӑннӑ, халӑхпа парти писательсене мӗн тума хушнине тӗрес ӑнланса ӗҫленӗ, ҫавна пурнӑҫа кӗртессишӗн пӗтӗм вӑй-халне панӑ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Эп хам хуса ҫитетӗп ӑна! — терӗ те ҫисе ярайман хур тукмакӗ мӗнӗпех урамалла ыткӑнчӗ.
Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Пирӗн турхансемпе мӑрсасем Хусан ханне ниепле те хӑйсен ҫӗрӗнчен хуса ярайман.
Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Вӑл ҫисе ярайман пулӑ пуҫне аякка ывӑтса ячӗ те тӳрех ӗҫе тытӑнчӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Юлан утпа ҫыран хӗррине анса хӑпарма ирӗк парсам мана, Тукай ӗмпӳ, — терӗ вӑл ҫисе ярайман ҫӑкӑр таткине кӗсйине пытарса.
10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Анне калатчӗ: пӗр апатра ҫисе ярайман пӑттипе ашне пӗтӗмпех Укахха йӑтса кайрӗ, тетчӗ.
Куҫ пӑсӑлни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Северьянӑн ҫисе ярайман татӑкне хурса шикленкелесе ун хыҫҫӑн утмалла пулчӗ.
6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Ман ӑҫта тӑрас ӗнтӗ? — ҫисе ярайман апатне каялла чикрӗ Северьян.
8. Ҫурхи кунсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Миша та тӑванӗсем патне ҫырман темелле мар, анчах каялла чылайӑшӗнчен ответ илеймен: хӑшӗ вулама-ҫырма пӗлмен пирки ҫыру ярайман, хӑшӗ тахҫанах Михала пекех вӑрҫӑра, хӑшӗ ҫапӑҫура пуҫне хунӑ.
9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Эпӗ унӑн сӑпатне ҫав тери чӗррӗн туятӑп — пӗччен юлнӑ самантсенче унпа калаҫма пултаратӑп, — тӗлӗнтермӗш е килӗшӳсӗрлӗх туйӑмӗсӗр; анчах унӑн ҫепӗҫ те хӗрӳ авӑкӗ-ӑнтӑлӑвӗ аса илӳре ҫине-ҫинех сӑнарлансан тата ҫак ҫурма ача кӗлетки ман ҫума пырса тӗршӗннин туйӑмне хӑваласа ярайман чухне, — ӑна, чӑннипе калас тӑк, пуҫӗнчен ачашламалла, — эпӗ хамран хам ыйтатӑп:
XXXV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Эпир халь ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелесе ярайман, ҫавӑнпа йывӑр пире.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хуҫалӑхри бухгалтери ӗҫне уйӑх ытла йӗркелештерсе ярайман.Бухгалтерскую работу в хозяйстве не могли наладить более месяца.
Илемлӗрех те пуянрах пултӑрччӗ // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.
Гестаповецсем хӑйсен машини патнелле ыткӑннӑ, анчах шоферӗ хӑраса ӳкнӗ пулмалла та, моторне ниепле те ӗҫе час ярайман.Гестаповцы метнулись к своей машине, но шофер, видимо, перепугался и никак не мог завести мотор.
Тавӑру // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Рогачев тем каласшӑн пулнӑ, анчах каласа ярайман, малалла ярса пуснӑ та Ленӑна алӑ ҫине ҫӗклесе илнӗ, унтан ҫаврӑннӑ та штаба кӗрсе кайнӑ.Рогачев сделал шаг вперёд, подхватил Лену на руки и, повернувшись, быстро пошёл с нею в штаб.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.
Василий пичче чӑмласа ярайман какайне ҫӗрелле сурса пӑрахрӗ.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Уяв кунӗсенче те, вырӑссен авалхи йӑли тӑрӑх, пӗтӗм халӑх ҫӑкӑр-тӑварпа, хуратул кукӑлӗпе тата симӗс эрехпе хӑналаннӑ вӑхӑтра та, — ҫӑвӑн пек кунсенче те Стёпушка кӑларса лартнӑ сӗтелсемпе пичкесем патне пыман, никам умӗнче те пуҫ тайман, улпут аллине чуптуман, приказчикӑн мӑнтӑр та ҫуллӑ алла тултарса панӑ стаканран улпут пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра тата унӑн сывлӑхӗшӗн пӗр сывлӑш ҫавӑрмасӑр ӗҫсе яман; тен, пӗр-пӗр ҫемҫе чун мӗскӗне, иртсе пынӑ май, хӑй ҫисе ярайман кукӑль татӑкне парса хӑварнӑ пуль.
Кӗрен шыв // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 29–38 с.