Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

япаласем (тĕпĕ: япала) more information about the word form can be found here.
— Ара, вӑл юлашки вӑхӑтра хуҫалӑхра кирлӗ япаласем парнеле пуҫларӗ!

Help to translate

«Хуҫалӑх лавккинче пӗр хӗрарӑм ыйтать…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/390

Районти наци колоритне пӗрлештерекен куравра: Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакан халӑхсен тумӗсем, тум эрешӗсем, музыка инструменчӗсем, сувенирӗсем, кулленхи йӑлара кирлӗ пулнӑ япаласем тата ытти те пурччӗ.

Help to translate

Ҫӗпрел – Хусан: Культура кунӗ // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/tp-khypa ... ultura-kun

Хӳшӗрен ҫӗтӗк-ҫурӑк япаласем кӑлара-кӑлара ывӑтать.

Help to translate

Вӗри юнлӑ чӗресем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ӗлӗкрех хӗрарӑм туалечӗн япалисем пулнӑ пирӗн, халӗ нефть индустрипе кирлӗ япаласем ман алӑра: цемент, тимӗр пӑрӑхсем, тӗрлӗ хӑма, пӑта… — ҫавӑнтах секретарьтен пӑрӑнса, председатель умне пырса тӑчӗ вӑл, хӑй мӗн ӗҫпе ҫӳренине пӗлтерчӗ:

Help to translate

Нефтяниксем яла килеҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Сана кӗтсе хатӗрленӗ япаласем пурте янтӑ ман.

Help to translate

Пӑвӑр Энтипӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ӗмӗрне никам шухӑшламан ҫӗрте ҫакнашкал тӗлӗнмелле япаласем пулса-иртни, чӑнахах та, такам пуҫне ҫавӑрса ямалла.

Help to translate

Тӑмпайри «Нарспи» туйӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӗсене валли эпӗ чаплӑрах япаласем те сӗнме пултаратӑп, — Влас ҫав самантрах Хӗветӗр умне пуҫ тури, пурҫӑн косынка, шӑрҫа кӑлара-кӑлара хучӗ.

Help to translate

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хӗвел шевли шыв ҫийӗнче йӑлтӑртатса вылять, унта тӗрлӗ япаласем, чӗрӗ пек, ишсе ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем ҫавӑншӑн питӗ савӑннӑ темелле: калушӗ те, ывӑсӗ те, йӗтӗрӗ те, йывӑҫ кашӑкӗсем те, пуканӗсем те хӑйсене чун кӗнӗн туяҫҫӗ шывра.

Help to translate

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Арчара вырттарма ҫылӑх ку япаласене, мӗнпур тӗнчене кӑтартмалли япаласем вӗсем!

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Итле, эппин, ларсах итле: ҫак япаласем питӗ хаклӑ, ҫавна каларӑм-ҫке эпӗ.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Халь пурте ӑслӑ пуласшӑн, — ещӗкрен хутпа чӗркенӗ япаласем кӑларать Кулюкка, вӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн сӗтел ҫине хурса пырать.

Help to translate

Яла ҫуркунне килет // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Салтаксен япала ҫума, ӑна типӗтме май пулмасса та пултарнине шута илсе ӑшӑ япаласем, аялтан тӑхӑнмалли тум, носкисем ытлашши мар, - терӗ Степан ҫар пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ май.

Help to translate

Эпир сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51519-epir ... aclanatp-r

Салтаксен хӑйсен ҫумӗнче те кирлӗ япаласем пур, вӗсемпе те усӑ курма тивет.

Help to translate

Эпир сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51519-epir ... aclanatp-r

Пишпӳлекри «Умка» ача сачӗн пӗчӗккисен ушкӑнӗнче Ҫӑкӑр кунне усӑллӑ ирттернӗ - ҫӑкӑр ҫинчен нумай ҫӗнӗ те интереслӗ япаласем пӗлнӗ.

В Бижбулякском детском саду «Умка» день хлеба ребята младшей группы провели с пользой - узнали много нового и интересного о хлебе.

Ача садӗнче Ҫӑкӑр кунне усӑллӑ ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... rn-3973599

— Пирӗншӗн тӑватӑ площадка — «Пуласлӑх археологийӗ» виртуальнӑй музей, Хисеплӗ хурал «Истори. Хаклӑ япаласем. Пӗлтерӗшӗ» ; «Истори кадрӗсем»; «Добровольчество чикки пек шефство» ӗҫленӗ тата наставниксем валли «Малтисен юхӑмӗнче вӗрентни» текен тепӗр площадка ӗҫленӗ.

— Для нас работали четыре площадки — виртуальный музей «Археология будущего», Почетный караул «Истории. Ценности. Смысл»; «История в кадре»; «Шефство как грань добровольчества» и еще одна площадка для наставников «Наставничество в движении первых».

Историе упракансен амбассадорӗсем пулса тӑчӗҫ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2024- ... ch-3972410

Хӑнасем те пуш алӑпа килмен: «Сӑрҫум» заповедникӑн директор ҫумӗ йӑвасем илсе килнӗ, теприсем антресоль, виҫмелли вилка, ҫӳллӗше виҫмелли хатӗр, ытти япаласем парнеленӗ.

Гости тоже не приехали с пустыми руками: заместитель директора заповедника «Присурский» принесла гнезда, другие подарили антресоль, мерную вилку высотомер и другие вещи.

Ильинкӑра ҫӗнелнӗ вӑрман музейӗ уҫӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/39421.html

Ухтарнӑ вӑхӑтра отдел сотрудникӗсем наркотиксемпе усӑ курмалли япаласем, шприцсем тупнӑ.

Во время обыска в квартире подозреваемого сотрудники отдела обнаружили и изъяли предметы, которые использовались для употребления наркотиков, включая шприцы.

Стерлитамакра полицейскисем наркоприотона пӗтернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/narkotiksene ... rn-3968104

Хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗсем кирлӗ япаласем ыйтма тата заказ пама интернет-магазинсене те кӗреҫҫӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ умӗн... // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... ren-ul-umn

Вӗсенчен хӗлӗпех компотсем, варенисем, пылак япаласем тӑватпӑр, кулинари хатӗрӗсем хатӗрлетпӗр.

Help to translate

Абхази — тӗлӗнмелле ҫутҫанталӑклӑ ҫӗршыв // Гулия Фаизова. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... alkla-rsyv

Панулмире тимӗр нумаях мар, анчах унра организма ытти ҫимӗҫри — калӑпӑр, ҫӑмартари е пӗверти — тимӗре лайӑрах ирӗлтерме пулӑшакан япаласем пур.

Help to translate

Августӑн 19-мӗшӗ — Панулми сӑпасӗ // Таисия Игнатьева. https://chuprale-online.ru/news/khyparse ... lmi-sapase

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed