Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Эпӗ халӑм ҫитнӗ таран Туррӑм Ҫурчӗ валли мӗн кирлине турӑм: ылтӑн япаласем валли ылтӑн, кӗмӗл япаласем валли кӗмӗл, пӑхӑр япаласем валли пӑхӑр, тимӗр япаласем валли тимӗр, йывӑҫ япаласем валли йывӑҫ, харшана лартмалли оникс чулӗ, илемлӗ те тӗрлӗ тӗслӗ чулсем, хаклӑ йышши чулсем тата темӗн чухлӗ мрамор хатӗрлерӗм, 3. манӑн хамӑн та ылтӑн-кӗмӗл пурлӑхӑм пур, Туррӑм Ҫуртне юратнӑран эпӗ ӑна та Туррӑм Ҫурчӗ валли паратӑп; ку ӗнтӗ Сӑваплӑ Ҫурт валли хатӗрленӗ пурлӑх ҫумне хушса пани пултӑр: 4. ҫуртсен стенисене сӑрма виҫӗ пин талант ылтӑн, Офир ылтӑнӗ, ҫичӗ пин талант таса кӗмӗл паратӑп, 5. ҫакӑ ӗнтӗ ылтӑн япала тума, кӗмӗл япала тума, ӳнерҫӗсен алли тӑвакан япала валли пултӑр.
1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче, 48. е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн, 49. тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла; 50. священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ; 51. ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир; 52. священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗр япала тепӗр япала тӗлӗшӗнчен относительнӑй движенире пулнине вӗреннӗ чухне пӗр япалана пӗр вырӑнта тӑракан япала тесе шутлаҫҫӗ, тепӗрне куҫса пыракан япала тесе шутлаҫҫӗ.
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Чӑн-чӑн художник пӗчӗк япалана та пысӑк япалана ӳкернӗ пекех чаплӑ тума пултарать; уншӑн ирсӗр япалара ирсӗрри ним те ҫук, мӗншӗн тесен ун витӗр ӑна ҫуратнӑ туррӑн таса чунӗ пӑхса тӑрать, ирсӗр япала вӑл ырӑ япалах, мӗншӗн тесен вӑл турӑ чунӗ витӗр тасалса тухнӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Вӑрансан, вӑл хӑйӗн ӑшӑ вырӑнӗ ҫинче ачашланса выртать, унӑн тӑрасси килмест, вӑл шухӑшлать те, шухӑшламасть те, кӑштах тӗлӗрет те, тӗлӗрмест те, — ку вӑл шӑп кӑна паянхи куна тивекен хӑшпӗр япаласем ҫинчен — ҫак кунсене, мӗнле те пулин хуҫалӑхри япалана, мастерскоя, пӗлӗшсене, паянхи куна мӗнле ирттермелли ҫинчен тунӑ плана тивекен япаласем ҫинчен шухӑшлать, ку, паллах ӗнтӗ, тӗлӗрни мар; анчах, кунсӑр пуҫне, тата икӗ япала пур, туй хыҫҫӑн виҫӗ ҫултан виҫҫӗмӗш те пулчӗ, вӑл та, Митя, кунтах, ун аллинче; паллах, Дмитрий тусне хисепленипе «Митя» ӗнтӗ вӑл; ытти икӗ япаласенчен пӗри вара — пурнӑҫра ӑна хӑйне вырӑн, ирӗк паракан ӗҫ ҫинчен шухӑшлани, тепӗр шухӑш — Саша; ку шухӑша уйрӑм шухӑш теме те ҫук, вӑл кашни шухӑш ҫумне хушӑнать, мӗншӗн тесен Саша унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса тӑрать; ҫак шухӑш, ҫак уйрӑм мар, яланхи шухӑш ун пуҫӗнче пӗччен ҫеҫ юлсан вара, — вӑл ун пуҫӗнче нумай, питӗ нумай вӑхӑт пӗччен пулать, — ӑна мӗнле каламалла?
XII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куратӑн-и, государьӑм, витӗр курса вулаканӑм, епле чее ҫынсем вӗсем, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем, епле вылять вӗсен эгоизмӗ: санӑнни пек мар, государьӑм, мӗншӗн тесен вӗсем, государьӑм, эсӗ киленекен япалапа мар, урӑххипе киленеҫҫӗ; вӗсем хисеплекен ҫынсем вӗсене ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем-ха тесе шутласан, ҫакӑ вара вӗсемшӗн чи пысӑк киленӳ пулать, ҫавна тӑвас тесе вӗсем, государьӑм, эсӗ хӑвӑншӑн тӑрӑшнинчен каях мар тӑрӑша-тӑрӑша, темӗн тӗрлӗ япала шутла-шутла кӑлараҫҫӗ, анчах та сирӗн тӗллевсем тӗрлӗрен, ҫавӑнпа та санпа вӗсем шутласа кӑларакан япаласем те тӗрлӗрен: эсӗ ыттисемшӗн сиенлӗ, киревсӗр япаласем шутласа кӑларатӑн, вӗсем ыттисемшӗн усӑллӑ, лайӑх япаласем шутласа кӑлараҫҫӗ.
XXXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла ӗнтӗ, шӗвек е газ ӑшне вырнаҫтарнӑ япалана пӗр вӑхӑтрах икӗ вӑй тивеҫҫӗ: япала йывӑрӑшӗ Р, вертикальлӗ аялалла выртаканскер, тата тӗксе кӑларакан вӑй, вӑл япала хӗссе кӑларнӑ шӗвекӗн е газӑн йывӑрӑшӗпе тан тата япалана вертикальлӗ ҫӳлелле тивет.
III. Гидро- тата аэродинамика // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Савӑлпа тата япаласене хӗстермелли савӑллӑ прессенче, япалана ваклама е, пӗтӗмлетсе каласан, ӑна япала тумалли материал ӑшне кӗртме (касакан, ҫуракан, чутлакан орудисем) тата япалан уйрӑм пайӗсене ҫирӗплетсе лартма (вӗсем хушшинче сӗртӗнӳ пур пирки) усӑ кураҫҫӗ.
Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫапла ӗнтӗ, сӗтел ҫинче шар е мӗнле те пулин урӑх япала выртать пулсан, ҫак шар е урӑх япала сӗтел ҫине ҫак япалан йывӑрӑшӗ пысӑкӑш вӑйпа пусать; ҫавӑнпа пӗр вӑхӑтрах япалана та сӗтел ҫакӑнпа пӗртан вӑйпах, анчах тепӗр майлӑ тӗртсе тӑрать.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫирӗплетсе лартнӑ япала хӑйне тивекен вӑя пула тепӗр япалана, хӑйӗн опори пулса тӑраканскере, тивет пулсан, вара ҫак тепӗр япали, механикӑн виҫҫӗмӗш законӗ тӑрӑх, пӗрремӗш япалана пысӑкӑшӗ тӗлӗшпе пӗртан, анчах хирӗҫле майлӑ вӑйпа тивет.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Анчах япала тайӑлса хӑйӗн чи ҫӳллӗ положенинчен иртсен, япала йывӑрӑшӗ ӑна равновеси положенине каялла тавӑрма пултараймасть, мӗншӗн тесен ҫакна тумашкӑн япалан йывӑрӑш центрне чи ҫӳллӗ положени урлӑ каҫармалла пулнӑ пулӗччӗ; ҫак вӑхӑтрах унӑн йывӑрӑшӗ йывӑрӑш центрне ҫаплах аялалла антарса пырать те, япала вара ӳкет.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
73 ӳкерчӗкре кӑтартнӑ япала положенийӗн тӗрлӗ тӗслӗхӗсене сӑнаса, эпир япала хӑйӗн малтанхи положенине тавӑрӑннине куратпӑр, урӑхла каласан, япалана темӗн майлӑ та куҫарнӑ чух унӑн йывӑрӑш центрӗ урлӑ каякан вертикаль опора лаптӑкӗнчен тухмасть пулсан, вара равновеси пур чух та ҫирӗп пулать; япалана куҫарнӑ чух йывӑрӑш центрӗ урлӑ каякан вертикаль опора лаптӑкӗн тулашӗнчен каять пулсан, вара равновеси пӑсӑлать.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫапла, 72,б ӳкерчӗкре кӑтартнӑ А тата В пайсенчен тунӑ япала равновесире тӑрать; анчах та В япалана А япала ҫумне 72,а ӳкерчӗкре кӑтартнӑ пек майлаштарса лартсан, вара ҫак япаласен пӗрлешӗвӗ хӑйӗн равновесине ҫухатмасӑр тӑраймасть, вӑл тӳнсе каять.
2. Япала йывӑрӑшӗн центрӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Ҫапла калани вал ҫакна пӗлтерет: кирек хӑҫан та пӗр япала куҫнине тепӗр япала тӗлӗшӗнчен илсе пӑхаҫҫӗ, тепӗр япалана вара пӗр вырӑнта тӑракан япала тесе шутлаҫҫӗ.
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Механикӑлла движени тесе пӗр япала тепӗр япала тӗлӗшӗнчен урӑх вырӑна куҫнине, урӑхла каласан, пӗр япала тепӗр япала тӗлӗшӗнчен хӑйӗн вырӑнне улӑштарнине калаҫҫӗ.
1. Тӳрӗ лини тӑрӑх пулакан движени // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.
Данири паллӑ критик Георг Брандес Франс пирки ҫапла ҫырнӑ: «Ытти писательсем те, ун пекех, ҫивчӗ ӑслӑ пулма пултараҫҫӗ, ун пекех витӗмлӗ кулса мӑшкӑллама пултарнӑ пек те туйӑнма пултараҫҫӗ, — ҫапах та вӗсем ун пек мар. Фарфортан тунӑ чи паха япаласен складне пӗр-пӗр урӑх фабрикӑран илсе пынӑ япалапа пӗрех вӑл, урӑх фабрикӑран илсе пынӑ япала складра выртакан япала пекех илемлӗ пулсан та, хӑть мӗнле эрешлесе пӗтернӗ пултӑр ӑна, сутаканни ӑна алла илет те, ҫавӑркаласа пӑхса, тӳрех: «ҫук, ку урӑх масса», тесе хурать.
Анатоль Франс // А. Роскин. Франс, Анатоль. Кренкбиль: повесть; В. О. Алагер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1941. — 57 с. — 3–6 с.
Пилӗк ҫын валли пулсан, Итали опери те пулма пултаракан япала мар вӗт, анчах пӗтӗм Петербург валли питех те пулма пултарнӑ япала, ӑна пурте кураҫҫӗ, пурте илтеҫҫӗ; вунӑ ҫын валли пулсан, «Н. В. Гоголӗн пӗтӗмпех пухса кӑларнӑ сочиненийӗсем те — Мускав 1861 ҫ.» пулма пултаракан япала мар вӗт, пӗтӗм халӑхшӑн пулсан вара питех те пулма пултаракан тата хаклӑ мар япала, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
3. Ҫын хӑйӗнчен юхса тухнине пула тасамарланни ҫинчен калакан [саккун] акӑ ҫакӑ: унӑн ӳтӗнчен юхса тухаканни юхать пулсассӑн е ҫав юхаканни ӳтӗнче чарӑнса-тытӑнса тӑрать пулсассӑн, ҫакӑ унӑн тасамарлӑхӗ пулать; 4. ҫавӑн пек ҫын выртнӑ кирек мӗнле вырӑн та таса мар; кирек мӗнле япала та, ун ҫине [вӑрлӑхӗ юхакан ҫын] ларсассӑн, таса мар; 5. кам унӑн ҫывӑрмалли вырӑнне сӗртӗнет, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 6. кам та кам ӳтӗнчен юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын ларнӑ пӗр-пӗр япала ҫине ларать, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 7. кам та кам юхтарса ҫӳрекен ҫыннӑн ӳтне сӗртӗнет, ҫавӑн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 8. юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын таса ҫын ҫине сурсассӑн, таса пулнӑ ҫыннин тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 9. кирек мӗнле лав та, ун ҫинче юхтарса ҫӳрекен ҫын ларса пынӑ пулсассӑн, [каҫченех] таса мар [пулӗ]; 10. ҫав чирлӗ ҫын айӗнче пулнӑ пӗр-пӗр япалана сӗртӗнсессӗн, кирек кам та каҫченех таса мар пулӗ; ҫав япалана ҫӗклесе каякан ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 11. юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын, аллине шывпа ҫумасӑр кама та пулин сӗртӗнсессӗн, ҫав ҫыннӑн хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, хӑйӗн шывпа ҫӑвӑнмалла, вӑл каҫченех таса мар пулӗ; 12. юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫын тӑм савӑта сӗртӗнсессӗн, ӑна ҫӗмӗрмелле, йывӑҫ савӑт-сапана кирек хӑшне те шывпа ҫумалла, [вара таса пулӗ].
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Эхер те священник чир тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е кирек мӗнле сӑран япала тӑрӑх сарӑлса кайманнине курсассӑн, 54. вӑл чир ернӗ япалана ҫуса тасатма хушӗ те ӑна тепӗр хут ҫичӗ куна хупса хурӗ; 55. чир ернӗ япалана ҫуса тасатнӑ хыҫҫӑн священник чир суранӗ улшӑнманнине тата чирӗ сарӑлса кайманнине курать пулсассӑн, ку япала таса мар, ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса яр; ку вӑл — пиччӗн енче е тӳнтер енче чир ҫисе тунӑ путӑк.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Бокситсем тӑпралла авӑнса йӗркеленнӗ хытӑ япала пек, е ячейкӑллӑ авӑнса йӗркеленнӗ кӑпӑшка япала пек пулаҫҫӗ; час-часах мӗнпур хутӑшӑн тӗп пайӗнче оолит тытӑмлӑ ҫаврака япаласем тӗл пулма пултараҫҫӗ.
Боксит // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%BE%D ... 0%B8%D1%82