Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн сӑввисен хӑш-пӗр йӗркисем янравлӑ рифмӑпа пуҫланаҫҫӗ, янравлӑ рифмӑпа пӗтеҫҫӗ, теприсенче — рифмӑсем йӗрке варринче.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Поэт хушамачӗ янравлӑ пулнӑшӑнах унӑн сӑввисем янравлӑ пулаймаҫҫӗ ҫав!
Литературӑпа искусство картишӗнче // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 61–62 с.
— Ӑна янравлӑ псевдонимран ытларах янравлӑ сӑвӑсем илӗртнӗ пуль, — йӑл кулчӗ Таранов.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Кир сӑмсаллӑскерӗн сасси хулӑн та янравлӑ.
Яка пӑр ҫинче ташлакансем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Кӗрнеклӗ кӗлеткеллӗ, ҫӳхе хура мӑйӑхлӑ, тӗксӗмрех сӑнлӑ ҫирӗп ҫын янравлӑ сасӑпа пуҫласа ячӗ сӑмахне:
Ҫынсем калаҫма вӗренеҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Янравлӑ урам, уйӑх ҫути, ҫурхи уҫӑ сывлӑш пур чухне ҫамрӑксене хупӑ клуб тыткӑнӗнче вӑрах тытса тӑраймӑн.
Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.
Курса савӑнмалли кашни утӑмрах пулчӗ кунта — тӑван халӑх ҫи-пуҫӗллӗ ушкӑнсен янравлӑ юрри-кӗвви, вӑй питти кӗрешсен тупӑшӑвӗсемпе урхамахсен ӑмӑртӑвӗсем, ҫамрӑксен лаптӑкӗсем ӗҫлерӗҫ.
Сиктӗрмере — чӑваш культурин уявӗ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/07/1 ... 8f%d0%b2e/
Верук сасси уйрӑмах янравлӑ.
VI // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Силпи, янравлӑ кулса, пӳрте чупса кайрӗ.
III // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Хӗрсен куллисем уйрӑмах янравлӑ.
I // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.
Элиме те чӑтса лараймарӗ, унпа пӗрле юрлама пуҫларӗ, сасси унӑн уҫӑ та янравлӑ.
Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.
Хальхи капӑрсене янравлӑ кӗмӗлтен мар, ку чухнехи е совет тапхӑрӗнчи шӑнкӑрти укҫасенчен ӑсталаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри тенкӗ вырӑнне ҫутанкка кӑна ярать.
Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫаклатмалли антӑрлӑхсене ҫинҫе тунӑ, вӗсем ҫине шултра та янравлӑ тенкӗсем ҫӗленӗ.
Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ чухне эпӗ сирӗн валли тӗнчери чи илемлӗ чечексене, чи янравлӑ юрӑсене, чи ӑшӑ сӑмахсене пуҫтарса килӗп…»
Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
— Тен, Алексей патӗнче мар-ши Светлана? — илтрӗ вӑл Валентинӑн янравлӑ сассине.
Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.
Пӑхӑсӑн — вӑл тӗлӗнмелле илемлӗ, янравлӑ юрӑ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Сӑвӑҫ ҫав юрӑсене ӗнчӗ суйланӑ пек халӑхран пӗрчӗн-пӗрчӗн суйласа илет те вӗсене поэзин янравлӑ майӗпе шӗкӗлчесе тӑван халӑха каялла тавӑрса парать», тет.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Ҫук, пирӗн ҫӑл куҫӗ пек таса та янравлӑ, пысӑк шухӑшсене каласа пама пултаракан пуян чӗлхемӗр ҫӗр ҫинчен ҫухалмарӗ.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Вӑрҫӑчченхи уйӑхлӑ каҫсем, янравлӑ урам, хулӑн саслӑ илемлӗ каччӑсем аса килчӗҫ пуль сар хӗрсене, савнисене, те ҫавӑнпа хурлӑхлӑ илтӗнчӗ ҫак юрӑ паян, тунсӑхлӑ чӗресене ыраттарса, куҫҫуле пӑчӑртаса кӑларчӗ.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ялӑн пӗр вӗҫӗнчен кӑшкӑрсан, тепӗр вӗҫнех илтӗнетчӗ унӑн хулӑн та янравлӑ сасси: «Пӗтеретӗп кулаксене!» — яла янӑрататчӗ ӳсӗрӗлсен.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.