Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑлхана, кӑкӑра янкӑссӑн тирӗне-тирӗне шӗнк-шӗнк, йӗнк-йӗнк илтӗнет тумламӑн ыйхӑ ҫӗтернӗ кӗмӗл кӗвви.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ҫӗркаҫ Матвипе Кӗҫени хӑпарнӑ енчен сасартӑк, хир качаки ирхи куна кӳнь-кӳнь-кӳнь вӗрсе саламланӑ евӗр, машина нарт-нарт-нарт тутарса кӑшкӑртни уҫҫӑн янкӑссӑн янӑраса кайрӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Чи вӑйсӑр чӑштӑртатнӑ сасӑ, кайӑк вӑшлатса иртни, лаша чӗрнисемпе чаклаттарни, — пурте кунта питӗ хытӑ — янкӑссӑн, тасан, тулли сасӑпа — янӑраса илтӗнет.
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Владимир Ильич куҫ илмесӗр Атӑлӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑватлӑ шывӗ ҫинелле пӑхать, ҫак шыв Российӑри типӗ ҫӗрсене шӑварма, вӗсенчен сӗтеклӗ улӑхсемпе пулӑхлӑ хирсем тума, ҫынсене тулӑх апат-ҫимӗҫ туса пама пултаракан хӑватне янкӑссӑн юхтарса каять; пиншер пӑтлӑ пӑр куписене вылямаллах ҫавӑрса пӑрахакан юханшыв, пысӑк турбинӑсен ҫуначӗсене ҫавӑрса, ҫынна ӑшӑпа ҫутӑ пама пултарать.
Пӗтӗм халӑх ӗҫӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Тепӗр кас автанӗ авӑтни те янкӑссӑн илтӗнет.
Тӗнче хӗрри шырама тухса кайни // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 119–126 с.
- 1