Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗвел ҫинче ӑшӑннӑ валашкари шывпа малтан пит-куҫа, унтан урасене ҫурӑм, чӑлана кӗрсе урӑх кӗпе тӑхӑнтӑм, ҫӳҫе тураса якатрӑм — вара тин алӑка туртса уҫрӑм.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Килте эпӗ ӑна якатрӑм, тетрадь пек хутлатса ҫӗлерӗм, вара учительница ӑнлантарса панӑ сӑмахсене манас мар тесе, ҫав хаҫат ҫине ҫырса пыра пуҫларӑм.
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Хам пӳлӗмӗн стенисемпе урайне эпӗ тӑмпа сӗрсе якатрӑм, урайне хӑмӑшран ҫыхса тунӑ ашӑк сартӑм.Стены и пол моей комнаты я обмазал глиной и покрыл камышовыми матами собственного изготовления.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Шлем ӑшӗнче хӑрах айккинелле кайнӑ ҫӳҫе васкаса тураса якатрӑм, пилотка тӑхӑнтӑм, тумтирсене тӳрлетсе юлташсем патне кайрӑм.
16. Манӑн пурнӑҫри телейлӗ кун // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Эпӗ хамӑн ҫӗнӗ жилета фабрика хуҫи парнеленӗ лайӑх сюртука тӑхӑнтӑм, ҫӳҫе тирпейлӗн тураса якатрӑм та аттен ликер лавккине кайрӑм.
X сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Эпӗ ахаль патака чутласа якатрӑм, химически кӑранташпа ҫырса ун ҫине темиҫе паллӑ турӑм, патак вӗҫне пӗчӗк пӑта ҫапрӑм.
Килте тунӑ хатӗр-хӗтӗрсем // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
— Ахалех тураса якатрӑм эпӗ унӑн ҫӑмне, — пӑшӑрханса калаҫрӗ энтомолог, — ун ӑшӗнче пӗр пӑрҫа та тупӑнмарӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Кӗпе-йӗмсем якатрӑм.
Дневник // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Кӑнтӑрла кукамая хӑш-пӗр ӗҫсене тума пулӑшрӑм: кӗпе якатрӑм, шыв ӑсма кайрӑм тата ыттине те турӑм.Днем помогала бабушке кое-какие дела делать: гладила белье, ходила за водой и другое.
Дневник // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Савни патне ҫӳресех Атӑ тӗпне якатрӑм…
Ермолайпа мелник арӑмӗ // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 132–142 с.
Каннӑ хыҫҫӑн ҫӳҫӗме тураса якатрӑм, тасалтӑм та аялти хута чей ӗҫме антӑм.
II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ, паллах, сиксе тӑтӑм ӗнтӗ, ҫӳҫе якатрӑм, пуҫра тӗрлӗ шухӑш вылять.Я, конечно, вскочил, причесал чуб, а у самого разное волнение в голове.
XIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫав йывӑҫа пуртӑпа вартаса, кирлӗ чухлӗ якатрӑм та вутпа ҫунтарса алтрӑм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Календаре эпӗ акӑ мӗнле турӑм: пӗр пысӑк пӗренене пуртӑпа чутласа якатрӑм та хама тинӗс хумӗ кӑларса пӑрахнӑ ҫӗре, ҫыран хӗрринчи хӑйӑр ҫине, алтса латрӑм.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Эпӗ пытӑм та пӗр туратне касрӑм, пушӑ аври тума, — чие йывӑҫҫинчен тунӑ пушӑ аври шанчӑклӑрах, — ҫав турат та, мӑнтарӑн, тӗлӗнтермӗш ӳснӗ — пӑталлӑ, ҫулҫӑллӑ, хӑйӗн илемӗпе ӳснӗ, эпӗ ӑна каскаласа якатрӑм та, акӑ вӑл… — Аржанов ларкӑч айӗнчен пушӑ кӑларчӗ те Давыдова чие йывӑҫӗнчен тунӑ кӗрен тӗслӗ, типсе кайнӑ, пӑрӑнӑҫ хупӑллӑ авӑр кӑтартрӗ.
V сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
3. Эпӗ вара ситтим йывӑҫӗнчен арча турӑм, малтанхисем пекех икӗ чул хӑма чутласа якатрӑм, унтан ту ҫине кайрӑм; хампа пӗрле аллӑма чул хӑмасем илтӗм.
Аст 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1