Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

юртра (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ылтӑн ордара тӗрлӗ вӑхӑтра хан пулнӑ виҫӗ Ахмата тӑван тивекен Шигалейӗн Хусан престолне йышӑнма мӗнле тивӗҫ пуррине вӑл юртра пурте пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Юсуф князь, эс мана хӑвӑн тусу тесе шутла, хӑвӑн тӑшманусене ман тӑшмансем тесе шутла. Эпир тахҫанах ҫапла каласа хупӑ: Турци, Крым, Нухай, Астрахань тата Хусан пӗр юртра пурӑнмалла, вӗсен пурин те пӗр тӑшмана хирӗҫ кӗрешмелле», — тенӗччӗ унта султан.

Help to translate

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Турра шӗкӗр, — терӗ вӑл, — чылайччен пӑтранса пурӑннӑ хыҫҫӑн хамӑр юртра каллех йӗрке туса ҫитертӗмӗр.

Help to translate

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кама лартсан тӑнӑҫ пурнӑҫ пулӗ пирӗн юртра?

Help to translate

5. Кавар // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Хусанти Магмет-Эминь патша чирлӗ текен хыпар пур, эпӗ ҫав юртра патша пулма хамӑн шӑллӑма Сахиб-Гирее лартма шутлатӑп; халь Магмед-Эмиль патша шӑпи мӗнле пулать, эпир Сагиб-Гирее ҫав юртра патша тӑватпӑр, ҫавӑн пек калаҫса татӑлтӑмӑр; урӑх юртран кам та пулин патшана килсе ларсан ман тӑванӑм аслӑ князь та айӑплӑ пулать, ку пирӗншӗн те ырӑ пулас ҫук».

Help to translate

3. Кремльти йышӑну // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тӗрӗссипе каласан, Сахиб унти юртра мар, Тавридӑра хӑйӗнче хан пулмалла, ман шутпа, султан ӑна нумай енчен, чи малтан ҫар ӗҫне пӗлни енчен, Мухаммед-Гирейрен мала хурать.

Help to translate

2. Ордынка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed