Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

эреке (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Патша хӗрӗ эреке ӗҫтерсе ҫӳрен[ӗ] чу[х]не Йӑван патне ҫитсен хӑй ҫихнине палланӑ та ашшӗне каланӑ:

Царевна, когда подносила вино гостям и ходила по рядам, дошла до Йывана, узнала свою повязку, да и отцу сказала:

2. [Йӑван ҫӗленсене ҫӗнтерни] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 55-61 с.

Ак кӗрет ярӑнса пӗркенчӗкпе Чӗкеҫ, Ашшӗ умне кукленсе тыттарать кучченеҫ: Ахах кӗленчепе вут пек хаяр эреке, Тата пыл сӑраллӑ йӗкӗрлӗ чепчеке.

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Пӗчевре эреке, туй ҫитсен — кӗреке: Аку хӗрне панӑ чух пулатех пылакки, Анчах шутларӑн-и кайран пулӗ мӗн йӗрке?

Help to translate

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Сӑра пички-пичкипе Юхать шилӗк хӗрипе, Каччӑн кӑмӑл пӗсехе — Хатӗр уншӑн эреке.

Help to translate

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

— Эппин, эреке ярса парам.

— Тогда выпей стопку.

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Уншӑн вӑл мана эреке ӗҫтерет.

— Так он же меня за это водкой угощает.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Пӗр пайӗ кунта, Чикмере, пурӑнать — апат ҫиять, эреке ӗҫет, ӗҫлет выльӑх пек.

Один «я» живет здесь, в Козьмодемьянске, ест, пьет водку, работает как вол.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эреке тенӗрен, ҫук-и вӑл сан?

— Кстати, у тебя нечего выпить?

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эреке пусать.

Водка в сон клонит.

Хупахри тытӑҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Чей ҫине ярса вӗреттер те мунчара эреке хушса ӗҫ, ик-виҫӗ кунтан иртсе те каять.

Вскипяти чай с медом да водочки налей и дерни в баньке горяченькой, через два-три дня как рукой всю хворь снимет.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed