Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

электрица (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Юпасем ҫине карса тухнӑ электрица пралукӗ пӗтернӗ теҫҫӗ вӗсене, — кулкаласа хирӗҫлерӗ ватӑ хӗрарӑм!

Help to translate

Вӗреҫӗлен // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 240–255 с.

Турунов электрица токӗ ҫапнӑ пек туртӑнса илчӗ.

Help to translate

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Урам тӑваткалне юпасем ҫинчи электрица ламписем ҫутатаҫҫӗ.

Help to translate

XX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ма пулӑшас мар ара, пулӑшӑпӑр, пулӑшӑпӑр, — чӑлт «электрица ҫутнӑ» куҫӗсемпе кӗленче пӑккине тирӗнсе, тутисене сӗтеклӗн, чӑпӑрт ҫуллакаласа илчӗҫ вӗсем.

Help to translate

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Мачча каштинчен пӑралукпа ҫакӑнса тӑракан электрица лампочкисем хӑйсен ҫутине тӗксӗммӗн, хавшаккӑн сапалаҫҫӗ: ытла та пӗчӗк ваттлисем пулас вӗсем.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Машинӑсем ҫӳремелли ҫулсем электрица ҫутинче тӗллӗн-тӗллӗн йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫкӗнекен тӗкӗре аса илтереҫҫӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Тепӗртакран вӑл, сывлӑш карапӗ, шассипе шурӑ йӑрӑмлӑ, икӗ енӗпе электрица хунарӗсемпе ҫутатнӑ самолетсем анса лармалли тип-тикӗс те яп-яка бетон тӑрӑха сӗртӗнчӗ, кӑлт-калт, хӑнт-хант кисренсе-чӗтренсе илчӗ, вара, аслатилле кӗрлесе, «хырӑмӗпе шуса», ҫӗмрен пек малалла вирхӗнчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Ҫӗрӗпех электрица ан ҫунтар-ха, ҫывӑрма памастӑн ҫутӑпа, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатать вара тепӗр чух Каюров.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тӑхисенчен пӗри темшӗн вӗҫерӗнмен те, Натка электрица ҫутмалли выключатель патнелле кармашрӗ.

Одна из пряжек что-то не расстёгивалась, и Натка потянулась к выключателю.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Электрица пралукӗсем пӗр-пӗринчен уйрӑлса кайнипе ҫутӑ сӳнсе ларнишӗн хӑйне ятланине ҫырнӑ.

Что за короткое замыкание она получила выговор.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Электрица вӑйне пӗчӗклетекен подстанцие срокченех монтажласа пӗтернӗшӗн ӑна преми пани ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ.

Что за работу по досрочному монтажу понижающей подстанции она получила премию.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Анчах ун алли Вера Павловна аллине сӗртӗнчӗ ҫеҫ, Вера Павловна, электрица пырса ҫапнӑ пек, хаяррӑн кӑшкӑрса ярса, ура ҫине сиксе тӑчӗ, пӗр самантра ҫамрӑк ҫын патӗнчен каялла чакрӗ, аллине шӑнӑр туртнӑ пек тытса, ӑна хӑй патӗнчен тӗртсе ячӗ: — Кай!

Но лишь коснулась его рука ее руки, она вскочила с криком ужаса, как поднятая электрическим ударом, стремительно отшатнулась от молодого человека, судорожно оттолкнула его: — Прочь!

II. Ухмахла ӗҫе пӗрремӗш хут йӗрлени // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed