Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫакӑ вӑл йывӑр шӑпашӑн кӳренни, унтан хӗрӗ ҫине шелсӗррӗн куҫма пӳрнӗскер.
Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫавӑнпа та вӑл — хӑйне хӑй курайми пулса — ӳт-пӗвне шелсӗррӗн асаплантарнипе чунне пусарма шутларӗ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Пӗр самантлӑха хӗрӗн чунӗ те хытса ларнӑн туйӑнчӗ, питҫӑмартисем ҫеҫ такам шелсӗррӗн ҫупса янӑн вут пек пӗҫере-пӗҫере килчӗҫ.
Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.
Джессие хӑйне илес тӗк — аппӑшӗпе пулса иртекен сӗлкӗш калаҫу витӗмӗпе ӑна тепӗр чухне ҫӑмӑл тунсӑх ҫавӑрса ункӑлать, вара вӑл, урампа утнӑ е ларса пынӑ май, ҫынсен хушшинче ҫут ҫанталӑк шелсӗррӗн палӑртнӑ сӑнсене шырать; тӗллевӗ — вӗсене хӑй уҫҫӑн та тӗрӗссӗн пӑхнипе айӑпсӑра кӑларасси.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Унӑн сассинчи темӗскер мана ачалӑхӑмри пӗр пулӑма аса илтерчӗ; ухӑ ӑсталасан эпӗ — усал ачасен ӳкӗчӗпе — хам тунӑ ҫав хӗҫ-пӑшалӑн авӑнчӑк енӗпе ҫӗртен шелсӗррӗн ҫапнӑччӗ.
ХХХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Горн тимлӗн итлет, кӗҫех хыттӑн чӗтренсе илсе лашине шелсӗррӗн урипе тапрӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Анчах хӑнасем кӳпчем ҫынра хуҫана кӑна курас-шӑн, — персик эрехӗпе сӑра, ромпа пальма эрехӗ шелсӗррӗн ыйтаҫҫӗ те ыйтаҫҫӗ.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Кунсӑр пуҫне Фаркугар хӑйӗн поварне шелсӗррӗн хӗнет; йӗнертен хӑпмасӑр ҫӳрет; ҫавӑнпах, унӑн канӑҫсӑр виҫине-тиевне чӑтаймасӑр, виҫӗ ашак вилсе выртрӗ.
IX. Сӑпайлӑх урокӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сарлака пӑрӑх ӑшӗнче вӗҫсӗр йӗр ҫыра-ҫыра ҫаврӑнатӑп, — ҫак тӑрӑхра пӗр-пӗринпе пӗр тикӗссӗн ылмашӑнакан стена-хушӑк шутласа кӑларайми; куҫӑм питӗ хӑвӑрт — шелсӗррӗн ҫухалакан мӗнле те пулин коридора сиксе юлма та мехел ҫитерейместӗп; коридорсем читлӗх тӗлне чӗптӗм самантлӑх туха-туха тӑраҫҫӗ те ҫухалаҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсене уйӑракан стенасем те мӗлтлеткелеҫҫӗ кӑна.
VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Кишлотпа калаҫнӑ чух Галеран ӑна реклама манерӗшӗн шелсӗррӗн тиркет.В разговорах с Кишлотом Галеран безжалостно критиковал его манеру рекламы.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вӑхӑт унӑн питне, — шутласа та кӑлараймӑн, — шелсӗррӗн йӗрлесе пӗтернӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ал сыппин ҫӳхӗ тирӗ айӗнчи юн тымарӗсем питӗ уҫӑмлӑн курӑнаҫҫӗ, ӳт ҫине тир ҫеҫ ҫыпӑҫтарса янӑ тейӗн ҫав.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Шурлӑх вӑраххӑн та шелсӗррӗн ҫӑтать пӑшие.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Эсӗ ҫӳлтен пиншер те пиншер ҫул пӑхакан ҫӑлтӑрсемпе, ҫыннӑн кӗске пурнӑҫне ним вырӑнне те хуман ӑнланмалла мар тӳпепе, тӗксӗмлӗхпе куҫа-куҫӑн пӗччен тӑрса юлса вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшатӑн та, вӗсем санӑн чунна хӑйсен чӗмсӗрлӗхӗпе пусса тӑма тытӑнаҫҫӗ; хамӑртан кашнинех тупӑкра кӗтекен пӗчченлӗх ҫинчен шухӑшлатӑн, пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ сана ҫавна май ниҫта кайса кӗрейми хаяр та шелсӗррӗн туйӑнать…
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Вӗсен хыҫӗсене мӗншӗн ҫапла шелсӗррӗн те мелсӗррӗн авса лартнӑ столярӗ, ӑнланма йывӑр, ҫавна май ирӗксӗрех шухӑшлатӑн: айӑпли кунта столяр мар, пӗр-пӗр питӗ вӑйлӑ иртен-ҫӳрен ҫын пулнӑ пулас — хӑйӗн вӑйӗпе мухтанса, тытнӑ та авнӑ вӑл тенкел хыҫӗсене, кайран тӳрлетме тӑнӑ та тата ытларах авса хунӑ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫӗр ҫывратмасӑр, пӗр шелсӗррӗн ӗҫлеттерет чун-чӗрӳне…Заставляет работать твою душу не давая спать ночью, без единой жалости...
Ҫыравҫӑна // Лидия Филиппова. https://chuvash.org/lib/haylav/7347.html
Чӑваш Республикинче коррупципе кӗрешессине йӗркелекен комиссин черетлӗ ларӑвне уҫнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫӗршыв ертӳлӗхӗ коррупципе пӗр шелсӗррӗн кӗрешмешкӗн тӗллев лартнине аса илтерчӗ.
Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
- 1