Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хреснай (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Сӑмахран, пӗр темле йывӑр хушаматлӑ барон (ӑна патшан хреснай ывӑлех пулать, теҫҫӗ) питӗ нумай ҫӗр тытса тарать.

Help to translate

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Ну, Митенька, ҫырса пӗтер, — терӗ вӑл ҫинҫе сассипе, хреснай ывалӗн ӗҫне пӑхса.

Help to translate

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ҫитес ҫул сан хреснай ывӑлун та вӗренме каймалла, — хӗпӗртесе каларӗ хайхи.

Help to translate

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл хреснай ывӑлне курма килетех.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Анне, эп Раман Раманча кайса леҫетӗп те ҫула майлӑн Александр Павлович патне кӗрсе тухатӑп, унӑн хреснай ывӑлӗ чирлесе ӳкни ҫинчен каласа пӗлтеретӗп.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Акӑ тыт, хреснай ывӑлӑм.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Кӑмӑлӗ ыррипех пулӗ Александр Павлович кӑҫал та, мункун эрнинче, хреснай ывӑлне хаклӑ кучченеҫ панӑ: пӗр курупка конфет.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Укҫине аппан тӑххӑрмӗш ачи ҫуралнӑранпа пилӗк ҫул иртнӗ, кашни ҫулах Александр Павлович хреснай ывӑлне менельник кунӗнче кучченеҫ пыра-пыра панӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хреснай ывӑлӑмшӑн — пулас хуҫа Павел Николаевичшӑн! — тесе, ал ҫапсах майра пуҫлӑ ҫӗр тенкӗлӗх хут укҫасене сӗтел ҫине кӑлара-кӑлара хунӑ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Пӑчӑнтӑр-ӑр-р-р» тенӗ чух хӑйне хӑй вӑл чӗкеҫ пулса вӗҫсе каяссӑнах туйнӑ: аллисемпе ҫав тери ҫӑмӑллӑн хӑлаҫланса, пӳрнисемпе пулас хреснай ывӑлӗ умӗнче илемлӗн-илемлӗн вылятса илнӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тен, ман хреснай ывӑл та ҫав апостол пек ӑслӑ пулӗ?

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хреснай атте!

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

«Сывӑ-и, хреснай атте, Филимон Петрович!

Help to translate

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хреснай ывӑлӗ-ҫке.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Ванькка вӑл манӑн хреснай ывӑл.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чи кирли — унӑн хреснай ывӑлӗ Иван Телегин Калюков ҫывӑхне чиперех лекме пултарни.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хреснай ывӑлу-ҫке вӑл.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин — Крапивинӑн хреснай ывӑлӗ, ӑна тӑван ялпа, Экеҫпе ҫыхӑнтарса тӑракан пӗртен-пӗр чӗрӗ тӗпренчӗк.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, хреснай ывӑлӗн туйӑмне, шухӑш-кӑмӑлне Крапивин ҫав тери, ҫав тери ҫивӗч ӑнланать, чӗре патне хурса йышӑнать.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапла, лайӑх ӑнланать вӑл хреснай ывӑлне, ах, мӗн тери лайӑх ӑнланать-ҫке.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed