Шырав
Шырав ĕçĕ:
френологи (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӗсенчен пӗринче ҫапла каланӑ: «Парижран килнӗ чаплӑ тухтӑр «Арман де Монтальбан «Френологи науки ҫинчен» лекци вуласа парать» — ҫав уйӑхри ҫав кун, ҫав вырӑнта, кӗмелли билет вунӑ цент тӑрать, «ҫирӗм пилӗк цент тӳлесен, камӑн мӗнле пултарулӑх пуррине калать, кӑмӑл уйрӑмлӑхӗсене пӗлтерет».
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
— Ман пата ӑна ӗлӗкхи тусӑм ярса тӑрать, — васкавлӑн каласа хучӗ Василий Иванович: — анчах эпир, сӑмахран, френологи ҫинчен те кӑштах ӑнланатпӑр, — хушса хучӗ вӑл, Аркадий патне ытларах ҫавӑрӑнса, шкап ҫинче тӑракан гипсран тунӑ пысӑках мар тӑватӑ кӗтеслӗхсем ҫине пайласа номерленӗ пуҫ ҫине кӑтартса: — эпир Шенлейна та, Радемахера та пӗлмесӗр юлман.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Страницăсем:
- 1