Шырав
Шырав ĕçĕ:
Фракиецсем — авалхи Фракире пурӑннӑ, вӑрҫма хастар халӑх.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Фракиецсем хисепленӗ вӑрҫӑ турри.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Темиҫе кун хушшинче Спартак алла пин ҫынран (восстание хутшӑннисем ҫав шута ҫитрӗҫ) пилӗкшер пинлӗ вунӑ легион турӗ: германецсенчен тӑракан пирвайхи икӗ легион пӗрремӗш корпус пулса тӑчӗ, легионсен пуҫӗнче Вильмирпа Меровед, корпус пуҫӗнче Эномай пулчӗ; виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш тата улттӑмӗш легионсенче йӑлтах галсемччӗ, вӗсен командирӗсем Арторикс, Борторикс, Арвиний тата Брезовир; кусем — Крикс ертсе пыракан иккӗмӗш корпус пулса тӑчӗҫ; грексене пуҫтарса тунӑ ҫиччӗмӗш легионӑн пуҫӗнче пит хастарлӑ эпирот Фесалонийччӗ; саккӑрмӗш легиона Самниумран килнӗ гладиаторсемпе кӗтӳҫсемччӗ, унӑн командирӗ пулма Рутилий ятлӑ ҫынна лартрӗҫ; тӑххӑрмӗшпе вуннӑмӗшӗнче фракиецсем пӗрлешрӗҫ, пӗрин командирӗ — Спартака чӗререн парӑннӑ, хӑйӗн ӗҫне пит тӗплӗ туса пыракан Мессембрий ятлӑ ҫын, теприн — пит ҫамрӑк, анчах нихҫан та нимӗнрен те хӑраман паттӑр Артак пулчӗ.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Германецсем пурин те пӗрле, галсем пурте пӗрле, фракиецсем, грексем, самнитсем те ҫавӑн пекех пӗрле пулмалла пулчӗ.Все германцы должны были быть вместе, галы вместе, так же как и фракийцы, греки, самниты.
XIV сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
— Фракиецсем ҫапӑҫу хирӗнче те, кирек мӗнле хӑрушлӑхра та маттур ҫынсем иккенне пӗлетӗп эпӗ.
IX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Катилина ура ҫине тӑрсах, сывламасӑр пӑхса тӑчӗ, ҫав юнлӑ ҫапӑҫуран урӑх вӑл нимӗн те курмарӗ, куҫӗсене Спартак хӗҫӗ ҫинчен илмерӗ, — фракиецсем ҫӗнтереҫҫӗ тесе чылай укҫа хурса тавлашнӑччӗ вӑл.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Пӗрисем — фракиецсем ҫӗнтерессине, теприсем — самнитсем ҫӗнтерессине шанчӗҫ.Одни держали пари за пурпурно-красных фракийцев, другие — за голубых самнитов.
II сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Фракиецсем кукӑр вӗҫлӗ кӗске хӗҫсемпе, хӑйсене вӗсем тӑват кӗтеслӗ питлӗхсемпе сыхлаҫҫӗ; пуҫӗсем ҫинче пӗркенчӗксӗр пысӑк шлемсем.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
- 1