Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ухмахран (тĕпĕ: ухмах) more information about the word form can be found here.
Ҫав ухмахран виҫӗ ача ҫуралать.

Help to translate

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен тумӗ тӑхӑннӑ ҫын Микула ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ те: — Эсир те, ҫамрӑк ҫын, уссӑрах чӗрре кӗме хӑтланатӑр! Ухмахпа ҫапӑҫмаҫҫӗ. Ухмахран кулаҫҫӗ кӑна. Тата чӑваш тенишӗн те хурланма кирлӗ мар. Национальноҫӗнчен вӑтанакан хӑйне ҫын тесе шутламасть. Эсир ҫын вӗт! — терӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Мӗншӗн ҫилленет вӑл ухмахран кулнӑшӑн?

И чего он на нас напустился из-за этого дурачка?

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫапла иртрӗ пурӑнӑҫ, Пуҫӗ пӗтрӗ ҫамрӑклах, Ашшӗ-амӑш ухмахран Пӗтрӗ хуйхӑ-суйхӑпах.

Help to translate

Тӑватӑ вилӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

— Мӗн пулчӗ сана, ухмах? — ыйтрӗ тарҫӑ, вара, йытти патне пычӗ те: — Кайӑпӑр, мӗн ыйтса тӑмалли пур ҫав ухмахран, — терӗ.

— Что с тобой, дурак? — сказал слуга, он подошел к собаке и сказал: — Пойдемте, что спрашивать с дурака.

«Сире мӗнле килӗшет?» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

— Ухмах, тен тата ухмахран та усалтарах пулӗ.

— Дура, коли не хуже!

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

«Вырӑсем кабардинецсемпе ҫапӑҫнӑ е упӑшкин тупӑкӗ ҫине ӳксе вилекен хитре магометанка» тата ҫавӑн йышши пӗтӗм литература та ман кӑмӑла тултараймастчӗ, час-часах ҫилентерсе тарӑхтарса яратчӗ: ӗненме май ҫук япаласем ҫинчен йывӑр сӑмахсемпе каласа кӑтартса, кӗнеке манран, ухмахран кулнӑ пек, мӑшкӑлласа кулнӑн туйӑнатчӗ.

«Битва русских с кабардинцами, или Прекрасная магометанка, умирающая на гробе своего супруга» и вся литература этого рода тоже не удовлетворяла меня, часто возбуждая злую досаду: казалось, что книжка издевается надо мною, как над дурачком, рассказывая тяжёлыми словами невероятные вещи.

IX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Тихон вара ҫав ухмахран: — Эс ытлашши ан лӑпӑртат, эс шухӑшласа пӑх та ӑнлантарса пар: — кам вӑл куятыр? — тесе тӗпченӗ.

Тихон допрашивал безумного: — Ты не болтай зря, ты подумай и объясни: куятыр — это кто?

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

— Эпӗ пӑхатӑп та — Женька сирӗн пек мар, икӗ ухмахран ӑслӑрах.

— Я посмотрю — Женька умнее вас, двух дур.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

 — Пухусенче вӑл ухмахран та ухмах, кунта ав: «Валькӑпа Николашкӑна та», — тет.

 — Как на собрании, так она дура дурой, а тут: «тоже бы».

Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.

Ҫавӑнпа та хӑй ывӑлӗн пуҫне парать, Степка пуҫӗ ухмах, вут сыппипе те, чӑмӑрпа та хӗн тӳснӗскер шел мар, пӗр ухмахран тӗнче тасалать, тет пулас.

И надумал вместо своей сыновью подставить: у Степки, мол, башка дурья, и кулаком и поленом битая; потеряет, мол, не жалко, — от одного лишнего дурня свет избавится.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Дезертир тесе суйни ухмахран та ухмах…

— Прикидываться дезертиром больше чем глупо…

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Мӗн, сана пӗр ухмахран икӗ ухмах туса ямалла-и?

Сделать из одного тебя двух дураков?

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ, ухмахран та ухмах этем хӑраххи, хулпуҫҫисене сиккелентерсе илтӗм те, присяга пама та хатӗр, тесе персе ятӑм тата ытти ҫавӑн пек сӑмахсем те каларӑм.

Я глупейшим образом пожал плечами и сморозил, что готов принять присягу, или что-то в этом роде.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Хӑравҫӑ вӑл, ухмахран та ухмах!

— Трус дурней дурака!

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Пӗр Левушкин кӑна вута сикме те хатӗр, анчах ҫав ухмахран мӗн усси пур-ха?

Один Левушкин готов и в огонь прыгнуть, да что толку от этого дурака?..

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Мӗн каласси пур, ухмахран та ухмах пулнӑ ӗнтӗ, — килӗшрӗ Ваня.

— Да, уж глупее глупых были, что толковать, — согласился Ваня.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫак ухмахран вӑл Бяла Черквара пӑлхав хускални ҫинчен систернӗ майпа та пулин пӗлесси килчӗ.

Ему так страстно хотелось вырвать у этого дурака хоть малейший намек на то, что восстание в Бяла-Черкве начинается.

XXVII. Тӗпчесе пӗлни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫав ухмахран мӗн кӗтмелли пур?

— Просто дурак; ну что с него взять?

XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫавнашкал тӑнсӑр ухмахран хама епле хӳтӗлемелле-ха манӑн?

Как я могу себя оборонить от такого глупого дурака?

XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed