Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

урамалли (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Урамалли чӳречине уҫнӑ хыҫҫӑн кӑна купӑсне арчинчен туртса кӑларчӗ, мӗнпур енчен ҫавӑркаласа пӑхрӗ, ӑҫта мӗн ҫырнине вуларӗ.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑйсен еннелле Петӗр бригадир килнине чӳречерен тем хушӑра курма ӗлкӗрчӗ вӑл, анчах аптрамарӗ, алла лекнӗ минтере тӑрӑхла сак ҫине пӑрахса, урамалли чӳречене хирӗҫ тӑсӑлса выртрӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сиксе тӑрать те вара, кӗтӳрен тӑрса юлман-ши тесе, тӳрех урамалли чӳрече патне чупса пырать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вара вӑл пуш-пушӑ куҫне, вилӗмпе пурнӑҫ хушшинчи шыва путакан хура шӑпаран ҫӑлӑнса юлас тесе улӑм пӗрчинчен ӑшши-пӑшши хап! ярса тытнӑ пек, урамалли икӗ чӳрече хушшинчи стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан сӑнӳкерчӗксен кантӑкланӑ пӗчӗк хашакӗ ҫине упалентерчӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed