Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

унччентерех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Урайӗнче тӑраканнисене ирӗксӗрех малтан мала куҫма е унччентерех килнисене тӗпелелле тӗкме тиврӗ.

Устроившимся на полу поневоле приходилось продвигаться вперед, потому что люди все шли и шли.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

— Эпӗ халь экономист, — тет, — унччен финансист пулнӑ, тата унччентерех товаровед та, аслӑ инспектор та пулса пӑхнӑ, — тет.

— Я, — объясняет, — теперь экономист, а прежде был финансистом, а еще раньше товароведом и старшим инспектором.

Вӗри ҫӑл // Хӗветӗр Уяр. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 8–15 с.

«Интеграл» технопарк хутшӑннипе республикӑра унччентерех пурте лайӑх пӗлнӗ ҫамрӑк техниксен станцийӗ евӗр ҫамрӑксен наукӑпа техника пултарулӑх центрӗсем йӗркеленеҫҫӗ.

При участии Технопарка «Интеграл» в республике создаются центры научно-технического творчества молодежи, хорошо известные многим как станции юных техников.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Ачасене ача садне вырнаҫтарасси унччентерех кӑна-ха ҫивӗч ыйту шутӗнчеччӗ.

Еще недавно проблема устройства детей в детские сады была актуальна.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Унччентерех мулинепе, шӑрҫапа тӗрлесе, ҫыхса, ҫӗлесе тӗлӗнтеретчӗҫ ялсенчи ылтӑн алӑллӑ ӑстасем, хальхинче вара тӑмран, ҫӑмран, типнӗ ҫулҫӑран, лентӑран тӗрлӗ илемлӗ япаласем хатӗрлеҫҫӗ.

Help to translate

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Паян ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗҫлекен отрасльсен продукцийӗ потребитель рынокӗнче уйрӑмах кирлӗ, унӑн хальхи хакӗ пирки те пирӗн хресченсем унччентерех ӗмӗтленме кӑна пултарнӑ.

Сегодня продукция растениеводства и животноводства востребована на потребительском рынке, на нее установились цены, о которых раньше наши крестьяне только мечтали.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed