Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

уйланма (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл ҫухалчӗ, Моргиана вара, халӗ пӗтӗмпех пӗлекенскер, йӑмӑкӗ аташса кайсан е ӑҫта та пулин тискер вырӑнта вилсен вӑл тарнипе мӗншӗн кӑсӑкланманнине еплерех ӑнлантарасси пирки уйланма пикенчӗ.

После того она исчезла, а Моргиана, все зная теперь, стала придумывать, как объяснить безучастие к побегу сестры, если та заблудится и умрет где-нибудь в диком углу.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл хӑйӗн ҫӑлӑнӑҫне пулма пултарайманла хакларӗ те каллех — кӑштах тӗлӗнсе тӑрсан — ун пирки уйланма чарӑнчӗ.

Снова нашла она свое спасение неестественным, подивилась и перестала думать о нем.

XIX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Хумханнӑран ывӑннӑскер — кӗҫех йӑтӑнса анас пуянлӑхӗ пирки уйланма пуҫларӗ, мӗншӗн тесен йӑмӑкӗн вилӗмӗ хыҫҫӑн ӑна валли самаях пысӑк укҫа юлать, унпа кирек мӗне те улӑштарма май килет.

Устав от волнений, она начала думать о недалеком богатстве, так как после смерти сестры ей предстояло получить такую сумму, с которой легки всякие перемены.

XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Кунсӑр пуҫне — ҫакӑн пирки тепре уйланма пуҫланӑ вӑхӑтра та вӗсенчен нихӑшне те курмастӑп, сасартӑк пӑхрӑм та — айккинчи алӑксенчен пӗринчен…

Кроме того, я никого не видел из них и в то время, как стал думать об этом еще раз, вдруг увидел из боковых дверей…

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пурнӑҫӑм улшӑнасси ҫинчен уйланма пикентӗм кӑна — ҫак шухӑшсем картинӑсемпе, галерейӑпа, Гануверпа, Моллипе тата хам кунта мӗн тӳссе ирттернине ҫапӑна-ҫапӑна мӗлтлетеҫҫӗ, хама халь-халь вӗҫме пуҫлассӑн туятӑп.

Едва принимался я думать о перемене жизни, как мысли эти перебивались картинами, галереей, Ганувером, Молли и всем, что я испытал здесь, и мне казалось, что я вот-вот полечу.

XIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Пӗлетӗр-и, ҫак шухӑшсем, урӑхла каласан тиркев, пурин пирки те уйланма пуҫласан килсе кӗреҫҫӗ.

Знаете, эти мысли, то есть критика, приходят, когда задумаешься обо всем.

IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл ман тӗлӗшпе мӗн шухӑшласси пирки уйланма та шикленмелле, унӑн пуҫ мими, ахӑртнех, чӑмӑрсемпе, ҫӗҫӗсемпе тулсах ларнӑ, анчах вӑл шӑллӗпе калани уҫӑмлӑн сӑрхӑнса янӑрать пек: «Ҫав вырӑнах-и ку е ҫук-и? Ӑнланмастӑп».

Что он подумает обо мне, я не смел даже представить, так как его мозг, верно, полон был кулаков и ножей, но я отчетливо видел, как он говорит брату: «То ли это место или нет? Не пойму».

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вӑл кравать ҫине ларчӗ те малашлӑх пирки хавхаллӑн уйланма пикенчӗ, — шухӑшсен сыпӑкӗсемпе мар, курӑнусен татӑкӗсемпе, хайхисем хӑйсен самантлӑх янкӑрлӑхне пӗр-пӗринчен перӗнсе хухтараҫҫӗ.

Он сел на кровать, обдумывая будущее, и думал не фразами, а отрывками представлений, взаимно стирающих друг о друга мгновенную свою яркость.

II. Йывӑҫсем ҫеҫкере // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Анчах халӗ уйланма вӑхӑт ҫук; куллине пусарса — урӑх лару-тӑрура вӑл самаях ӑнран ямаллаччӗ, ухмаха ермелӗхех ахӑлтатӑва куҫмаллаччӗ, — Стерс тӗллевӗ патне тӳп-тӳррӗн те татӑклӑн утать.

Но некогда было размышлять; сдавив смех, который при иных обстоятельствах мог бы стать полуобморочным, сумасшедшим хохотом, Стерс пошел к цели прямо и резко.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 293–299 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed