Шырав
Шырав ĕçĕ:
Паллах, ку тӗлӗшпе хӑйӗн опычӗ пысӑках теме ҫук-ха, тин ҫеҫ сас паллисем вӗреннӗ, пуҫласа вулама-ҫырма тӗшмӗртекен ачанни пек кӑна.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Анчах эпӗ хамӑн тӗрӗслӗхе нимӗнпе те ҫирӗплетеймерӗм, ҫавӑнпа та ҫав ӗҫ-пуҫа тӗшмӗртекен пӗр ҫын патне ӗнерех ҫул тытрӑм, — ятне каламастӑп; эпӗ унран акӑ мӗн пӗлтӗм: хак ҫирӗпех тытӑнса тӑрать, пирӗн таваршӑн пилӗк пинрен кая мар тӳлеме тивӗҫлӗ.
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Эсир хӳтӗлекен ҫын характерӗн тӗшмӗртекен кӑткӑслӑхӗ тӗлӗшпе вара ҫапларах калатӑп: ҫар сучӗн контрабандистсен тӗнче курӑмне-хаклавне шала кӗрсе тӗпчемешкӗн, — ҫак ыйту хӑйне май кӑсӑклӑ пулин те, — ирӗк ҫук.
IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Фук нимӗн те ӑнланмасть, анчах повар хальхинче те самаях ҫивӗч тӗшмӗртекен ҫын пулни палӑрчӗ.Фук не понимал решительно ничего, но повар был человек с более тонким соображением.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Эсӗ ху ӑна-кӑна тӗшмӗртекен ҫын, ҫавӑнпа кӑна калаҫрӑм-ха санпа…Да ты и сам это не хуже меня понимаешь, потому и говорю тебе…
VI. Тӑван ҫуртран аякра // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Хура кӗркуннепе куҫарса лартма юрать тесеччӗҫ ҫав ӗҫе тӗшмӗртекен ҫынсем.
I. Текерлӗк канӑҫне ҫухатнӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Килне таврӑнсан, Шерккей ҫак юмӑҫа хӑй аллипе хӑй шурӑ пир тӑрӑхӗ тыттарасшӑнччӗ, юмӑҫ илесшӗн пулмарӗ; илме кӑна мар, вӑл яхӑнне те ямарӗ, кӑштах ӑна-кӑна тӗшмӗртекен чӗлхеҫӗшӗн ун пек-кун пек чӑрманасси пулать те ӗнтӗ, ютри ҫынсем мар-ҫке, ӳлӗм сывлӑх пулсан, тав сӑмахӗ те ҫитӗ.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ку саманара тӗрӗслӗх ҫуккине майӗпен Ҫтаппан хӑй те тӗшмӗртекен пулать.
«Ӗмӗр сакки сарлака» романпа унан авторӗ // Николай Григорьев. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ӑшри сасӑпа чи таса шухӑшсене кӑна калаҫҫӗ — эпӗ ҫакна тӗшмӗртекен пулнӑ ӗнтӗ.Я догадываюсь: таким сердечным голосом можно говорить только о самом сокровенном.
Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.
Йӗнер ҫине ларсан, чӗлпӗре аллипе васкамасӑр пуҫтарса тытрӗ те, винтовка ҫаккине хулпуҫҫи тӗлӗнче тӳрлетнӗ май, штабра подполковника курнипе хӑй мӗншӗн кӑмӑлсӑрланнине тата ун умӗнче хӑйне мӗн пирки асӑрхансарах тытнине ӑнланма тӑрӑшрӗ, унтан сӑсартӑках шиклӗн шухӑшласа илчӗ: «Мӗнле пулать-ха ку: кадетсем кунта ӑна-кӑна лайӑх тӗшмӗртекен офицерсене пире хӗрлисен тылӗнче восстани тума, пире лӑпах хӑйсене кирлӗ пек, вӗреннӗ ҫынла, ертсе пыма юри хӑварман-ши?» — унтан ӑс-тӑнра, ҫакна мӑшкӑлласа тӳрре кӑларма тенӗ пекех, питӗ ӗненмелле тавҫӑру ҫуралса ҫирӗпленчӗ.
XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Юрӗ, калӑп, — иккӗленерех каласа хучӗ ӑна-кӑна тӗшмӗртекен Фратю господин.Хорошо, передам, — ответил, явно колеблясь, благоразумный Фратю.
ХХIV. Икӗ ӑрӑм // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑй шухӑшӗнче вӑл ҫав кӑрккасене евангелири фарисейсемпе танлаштарать, кӑркка чакӑлтатнине вара вӗҫен кайӑк чӗлхине тӗшмӗртекен ӑслӑ Чарсламанӑн арӑмӗ вырӑнне хурать.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӑмахран, республикӑри халӑх пултарулӑх ҫуртӗнчи наукӑпа методика центрӗнче кино ӳнерӗ енӗпе тӗшмӗртекен ҫынна ӗҫе илме пулать.
Ҫӗнӗ чӑваш киновӗ камит енне сулӑнчӗ // Владимир КАРСАКОВ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.05.19, 19 (6112) №
- 1