Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӗсесерех (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ку тӑрӑхри йӗкӗтсем асӑрхӗҫ-курӗҫ те, ак, тӳрех килне ҫавӑтса кӗрӗҫ ашшӗ-амӑшне кин кӑтартма, — терӗ Васелиса юлташӗ ҫине тӗсесерех пӑхса.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Эпӗ хӗр ҫине тӗсесерех пӑхрӑм.

Help to translate

IX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тӗсесерех пӑхрӑм та ӑнлантӑм: ҫӳп-ҫап тасатакан ӗҫе пуҫӑннӑ иккен.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кӑмпаҫӑ инҫетелле тимлесерех пӑхрӗ, ӑна тӗсесерех сӑнарӗ: тӑхлан тӗслӗрех пӗлӗте аялтан, ҫӗр ҫинчен, тӗксӗлми, вут куҫӗ пек мӗкӗлтетекен, чӗлтӗртетекен сарӑ-хӗрлӗ-симӗс ҫутӑ ҫапнӑ иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ленин ун ҫине тӗсесерех пӑхрӗ те куркине курӑк ҫине лартрӗ:

Ленин внимательно посмотрел на него и, поставив кружку на траву, сказал:

14 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

— Эс тем ҫӑмӑллаччӗ ӗнтӗ ҫӗр хута, Дина? — вӑл тӗсесерех пӑхрӗ те хӗре, тӑрса, ун патнелле хыпаланчӗ.

Help to translate

8 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вырӑн ҫине тӗсесерех пӑхрӗ те йӗкӗт пӗр саманта шанк! хытнӑ пек пулчӗ.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫавӑнпах сан патна пӗр кӑткӑс ыйту пур: тӗсесерех сӑнаха Арсен Ваганович Татулян доцента, хӑй тӗллӗн тӑвакан хӑтланӑвӗсене.

Help to translate

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Аксинья Григорий ҫине тӗсесерех пӑхрӗ те вӑл хӑйсем ҫак темиҫе уйӑх уйрӑм пурӑннӑ хушӑра чылай улшӑнса кайнине тин ҫеҫ асӑрхарӗ.

Аксинья всмотрелась в Григория внимательнее и только сейчас заметила, как изменился он за эти несколько месяцев разлуки.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed