Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кивӗ хӳме ҫумне пӗтӗмпех тӑпӑлтарнӑ, «ӑшне-чиккине» кӑларса илнӗ «Тула» мотороллер рамине тӗрентернӗ.
Усал хыпар // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 102–136 с.
Вӑл, кӗске кӗрӗк тӑхӑннӑскер, кӗрен ҫеҫкеллӗ хура тутӑрне юсакаларӗ те юпа ҫумне тӗрентернӗ сӳс кисӗпне аллине илчӗ:
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Галя питҫӑмартисене ывҫисем ҫине тӗрентернӗ те куҫӗсене пӗр мӑчлаттармасӑр Екатерина Ивановна ҫине пӑхать.Галя подперла щеки ладонями и не мигая смотрит на Екатерину Ивановну.
47 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӗр хӑйне сивчир тытнӑ пек чӗтресе, ӑнран тухса кайса ҫырнӑ; ашшӗ перона каялла илсен, унӑн аллисем ластах усӑннӑ, вӑл пушӑ пукан умне чӗркуҫҫисем ҫине ӳкнӗ те, пуҫне ун ҫумне тӗрентернӗ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Начаркка тата каласа памалла та мар ӗшеннӗ пит-куҫӗ куҫҫулӗсене пула темле аван мар, чахоткӑпа чирленӗ чухнехи пек хӗрелсе кайрӗ; вӑл ҫӳҫӗсене хӑлха хыҫнелле ывӑтрӗ те пуҫне сӗтел ҫине тӗрентернӗ алли ҫине тайрӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Такан каштин пӗр вӗҫне ҫӳлӗ хыр ҫумне тӗрентернӗ.Виселица стояла на площади, одним концом верхней балки она упиралась в высокую сосну.
47 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.
Вахнов парта ҫине чавсаланса, питне аллипе тӗрентернӗ, вӑл та Тёмӑна аякран, темле пӗр шухӑшсӑр-мӗнсӗр сӑнаса пӑхса ларать.
Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Крыльца ҫине Галина ларать, аллипе вӑл янахне тӗрентернӗ те таҫта инҫетелле ҫиллеслӗн пӑхса тӑрать.Подперев подбородок кулаками, сидела на крыльце Галина и смотрела вдаль злыми глазами.
VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
Хӑй пӳлӗмне кӗрсе, арчара тепӗр кӗпе шырама пуҫларӗ, анчах стена ҫумне алхапӑлта тӗрентернӗ арча хуппи ӳкрӗ те Яков Лукича ӗнсинчен шартах пырса ҫапрӗ.
II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ахӑрнех ҫакӑнта палатка сарнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен тӑррине тумалли пӗренесем те кунтах кӗтесленсе выртатчӗҫ, чуллӑ сӑрт ҫине тӗрентернӗ тӑваткӗтеслӗх иккен, ҫиелтен ӑна витнӗ пулмалла.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аллисемпе пуҫне тӗрентернӗ.
Сметонс // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
- 1