Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туллашать (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Хӑш чух ытла та ывӑнатӑн, Пит туллашать чун тарӑхса, Анчах выртан та йӑпанатӑн, Ҫут кун илемлӗхне курса.

Help to translate

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аскерсем вӑл мӗнле вӑрҫнине илтсен тӳрех ӑнланчӗҫ: хан тарӑхнӑ, хан туллашать, ун патне тек вырӑссене кӗртме юрамасть.

Help to translate

12. Ямпах урам // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хамах айӑплӑ-ҫке, ма ҫыхлантӑм ҫав вилӗм тупман карчӑкпа! — хӑйне хӑй ӳпкелесе туллашать Укҫине.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Ҫапла, — терӗ Горн, — эпӗ ҫав сӑрнаккая тӗл пулнӑ чухне вӑл темӗншӗн ҫав тери сехӗрленсе ӳкнӗччӗ, ҫапкалашать, туллашать.

— Да, — сказал он, — я встретил дурачка в припадке панического, необъяснимого ужаса.

VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

Йӗри-тавра сывлӑш туллашать; тинӗс пырне чӗмсӗр пӑтрав пӑлхатать, хумсем пушар вӑхӑтӗнчи тӗркӗшӳре хӑвалакан тӗттӗм кӗтӳ евӗр ӑшталанаҫҫӗ.

Кругом бушевал воздух; немое смятение охватывало пролив; волны метались, подобно темному стаду, гонимому паникой во время пожара.

VIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Вӑл туллашать, малти урисемпе тапаҫланать, вырӑнтан ханк та сикмест.

Он ворчит, лапами отмахивается и ни с места.

5. Ҫӗнӗ частьри пӗрремӗш каҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пирӗнпе туллашать, ниепле те юрама ҫук, вак-тӗвекшӗнех чӑкӑлташать.

Нам за все доставалось, никак мы не могли ему угодить, — он придирался к каждому пустяку.

Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Сӑрт тӗмески ҫинче вӑйлӑ ҫил туллашать.

На бугре широко гуляли ветры.

VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Гришака мучи сивӗпе шӑннипе шӑлпа асапланма пуҫларӗ; Сергей Платонович ик еннелле сарса янӑ сухалне аллаппипе йӑвалать, намӑсне ниҫта чикеймесӗр, хӑйне халлӗнех макӑрать, шӑлне шатӑртаттарса туллашать; Степанӑн чӗринче Григорие курайманлӑх пӑчӑртатса йӳҫет, каҫсерен тӗлӗк курнӑ чух вӑл тимӗр пек хытӑ пӳрнисемпе татӑк-кӗсӗкрен тунӑ утияла чӑрмалать; Наталья сарайне чупа-чупа тухать те кизексем ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкет, чӑмӑртак пек хутланса кӗрсе, хӑйӗн хур пулнӑ телейӗшӗн татӑлса йӗрет; ярмаркӑра пушмак пӑру сутса ӗҫнӗ Христоня темӗн пек ӳкӗнсе асапланать; ӗмӗтсӗре ӗмӗтленнипе тата ӑш ҫунтармӑшӗ каллех чӗрене килсе кӗнипе тунсӑхлакан Григорий хаш та хаш сывласа пурӑнать.

Дед Гришака, простыв, страдал зубами; Сергей Платонович, перетирая в ладонях раздвоенную бороду, наедине с собой плакал и скрипел зубами, раздавленный позором; Степан вынянчивал в душе ненависть к Гришке и по ночам во сне скреб железными пальцами лоскутное одеяло; Наталья, убегая в сарай, падала на кизяки, тряслась, сжимаясь в комок, оплакивая заплеванное свое счастье; Христоню, пропившего на ярмарке телушку, мучила совесть; томимый ненасытным предчувствием и вернувшейся болью, вздыхал Гришка.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed