Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӗттӗмре тахӑшӗ ӑнсӑртран лампа трупине ватса пӑрахрӗ, намӑс сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ, ӑна вӑра темле хӗрарӑм хӑтӑрса тӑкрӗ:
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
15. Ҫиччӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — ҫӳлте хытӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, вӗсем каларӗҫ: тӗнчери патшалӑх Ҫӳлхуҫамӑрӑн, Ун Христосӗн Патшалӑхӗ пулса тӑчӗ.
Ӳлӗм 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Улттӑмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — эпӗ Турӑ умӗнче ларакан ылтӑн парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйракинчен килекен сасса илтрӗм; 14. ҫав сасӑ трупа тытнӑ улттӑмӗш ангела каларӗ: аслӑ Евфрат шывӗ хӗрринче ҫыхӑнса тӑракан тӑватӑ ангела ирӗке кӑлар, терӗ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пиллӗкӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — эпӗ тӳперен ҫӗр ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑр куртӑм; ӑна тӗпсӗр шӑтӑк уҫҫине панӑччӗ.
Ӳлӗм 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Тӑваттӑмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — хӗвелӗн виҫҫӗмӗш пайӗ, уйӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ, ҫӑлтӑрсен виҫҫӗмӗш пайӗ сӳнчӗ; ҫапла вара вӗсенӗн виҫҫӗмӗш пайӗ тӗттӗмленчӗ; ӗнтӗ кун та, каҫ та хӑйсен ҫутин виҫҫӗмӗш пайне ҫухатрӗҫ.
Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Виҫҫӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — тӳперен ҫутаткӑҫ евӗрлӗ ҫунакан пысӑк ҫӑлтӑр персе анчӗ; вӑл юханшывсен, ҫӑлкуҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫине ӳкрӗ.
Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иккӗмӗш ангел трупине кӑшкӑртрӗ те — вут-ҫулӑм хыпса илнӗ пысӑк ту евӗрлӗскерӗ тинӗсе ӳкрӗ, тинӗсӗн виҫҫӗмӗш пайӗ юн пулса тӑчӗ, 9. тинӗсре пурӑнакансен мӗн чӗрри виҫҫӗмӗш пайӗ вилсе пӗтрӗ, карапсен те виҫҫӗмӗш пайӗ арканчӗ.
Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ пӗрремӗш ангел трупине кӑшкӑртса ячӗ те — ҫӗр ҫине, юнпа хутӑшса, пӑрпа вут-ҫулӑм ҫурӗ; йывӑҫсен виҫҫӗмӗш пайӗ ҫунса кайрӗ, ешӗл курӑк пӗтӗмпех ҫунса пӗтрӗ.
Ӳлӗм 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; 3. икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: 4. пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; 5. хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; 6. хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; 7. пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; 8. трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; 9. хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; 10. хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1