Шырав
Шырав ĕçĕ:
Шӑп ҫак вӑхӑтра ҫывӑхри трактиртен таврӑнакан Костьӑпа Емелька Матӗрне пурӑнакан пӳлӗм чӳречинчен ют ҫын пӑхса тӑнине асӑрхарӗҫ.
II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ҫтаппан васкаса трактиртен тухса кайрӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Майлӑ саманта суйласа илсе, Арторикс трактиртен тухнӑ та ҫынсем хушшипе иртме тӑрӑшнӑ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вара ӑна татах тепӗр хут ҫав вӑйя пӑрахма хушрӑм, анчах вӑл ҫав кунах трактиртен вӗри шыв илсе тавӑрӑннӑ чухне эпӗ вӑл тин ҫеҫ илнӗ кӳршӗ приказчикне ҫапла ӑс панине илтсе юлтӑм:
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вара, темиҫе минут хушши ҫапла тӑнӑ хыҫҫӑн, — минучӗсем вӑрах иртеҫҫӗ-ҫке тата, — Бурмистров, пуҫне ҫӗклесе пӑхмасӑрах, трактиртен шӑппӑн тухса кайрӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Аппӑшӗ патӗнчен хӑй палланӑ переплётчик патне кӗрсе тухрӗ, унтан трактире, трактиртен кумӗ патне, — кӗмеллисем малалла та тупӑнсах пычӗҫ.От сестры пошел он к знакомому переплетчику, от переплетчика в трактир, из трактира к куму и т. д.
I. Хӑйне ӑссӑр тыткалани // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Огнянов Бяла Черквана каймарӗ, каялла ҫаврӑнса, ҫав трактиртен хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ айлӑм вӗҫӗнчи Алтӑнӑвӑ ялнелле уттарчӗ.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Савельич мана часрах ку имленмен трактиртен хӑйпӑтса тухма васкарӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
- 1