Шырав
Шырав ĕçĕ:
Майор ун чухне пӗтӗмпех ӗҫе пуҫхӗрлӗ ҫавӑрнӑччӗ: вӑхӑта тӑсмасӑр «броньлӗ» тимӗрҫе командӑна ҫырса хучӗ те тепӗр куннех фронта ӑсатрӗ.
Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Хам хулана кайнӑ вӑхӑтра манӑн пӗртен-пӗр тимӗрҫе илсе кайнӑ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Итле-ха, Матвеич, манӑн хамӑн тимӗрҫе епле каялла илсе кайма пулать-ши?
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Эс ман тимӗрҫе ӑҫта хутӑн, эсрел? — председатель уполномоченнӑя кӑкӑрӗнчен ярса тытрӗ.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
— Сылтӑмри таканӗ тухса ӳкнӗ, тимӗрҫе кӗтетӗп.
Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Тимӗрҫе районтан васкавлӑ заказ панӑ пулнӑ иккен.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Лавҫӑ Прухур тимӗрҫе асӑрхать, унпа ятлаҫса илет.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Эп ҫакна калаканӗ ҫине тинкеререх пӑхрӑм та Прухур тимӗрҫе палласа илтӗм.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Патнех ҫывхарсан, хӗрсене чӗнмесӗр, ҫӗлӗкне кӑштах хӑпартрӗ те: — Аркади, вӑй патӑр! — тесе, тимӗрҫе саламларӗ.
XVII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Килне кӗрес умӗн турхан урамра Северьян тимӗрҫе курчӗ.
11. Вӑрман ҫунать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ун пек тимӗрҫе эсӗ шыраса тупаймастӑн.
14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Тимӗрҫе тимӗрҫӗ улталамасть, — терӗ Лысков вырӑсӗ.
10. Пӗр ял ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Акӑ мӗн, сотник, эс ман тимӗрҫе ниҫта та илсе каяймастӑн, — татӑклӑн каласа хучӗ мӑрса.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Воинсем тимӗрҫе пӗрре куҫ хупса иличчен ҫыхса пӑрахрӗҫ, ыттисемпе пӗрле витене кайса хупрӗҫ.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Патак хуҫӑлса кайрӗ, сотник тата ытларах тарӑхса тимӗрҫе пӗтӗм вӑйпа питрен ҫупса ячӗ.
3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Унпа Ҫтаппан пиччене, тимӗрҫе аса илтӗмӗр.
Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Стражник иккен — Ҫтаппан пиччепе тимӗрҫе шыраканӗ.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
— Ҫи, — сӗнчӗ тимӗрҫе Ҫтаппан пичче.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл тимӗрҫе кӗтет, иккӗш пӗрле аякка тарасшӑн.
Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Анне мана пирӗн аттене, Шулли Иванне, Ҫтаппан пиччепе, тимӗрҫе тата вӗсемпе пӗрле ҫичӗ ҫынна тытса хупни ҫинчен каласа пачӗ.
Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.