Шырав
Шырав ĕçĕ:
тиара (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Пуҫӗ ҫинче унӑн хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ леопард чӗрнисемпе шурӑ ҫӑм пайӑркипе илемлетнӗ тиара евӗрлӗ япала.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Кашни чашӑкӗ тавра хутран-ситрен ылтӑн куҫӗсене ялкӑштарса илекен пӑхӑр тӗслӗ пӗчӗк ҫӗлен ункӑланса выртнӑ; Муций умӗнче, пӗр-ик утӑмра, малаецӑн вӑрӑм кӗлетки тӑсӑлса тӑрать; вӑл ула-чӑла парча тумтир тӑхӑнса, пилӗкне тигр хӳрипе ҫыхнӑ, пуҫне мӑйракаллӑ тиара евӗрлӗ шлепке тӑхӑннӑ.
XII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 64–83 с.
Юлашкинчен храмӑн тӗп мӑчавӑрӗ те тухнӑ, — пуҫӗ ҫине тиара лартнӑ, хулпуҫҫийӗсем урлӑ тигр тирӗ уртнӑ, шаккал хӳрисемпе эрешленӗ парча саппунлӑ ҫӗр ҫулхи старик.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
«Ку, акӑ – Пике, ку Лиза ятлӑ. Вӑл кӑмӑлӗпе чи йӑвашши. Тиара вара кӑшт куштанрах», – янаварсемпе паллаштарчӗҫ хӗрачасем.
Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Кунта вӗсене ҫывӑх тусӗсем – Пике, Лиза, Тиара ятлӑ 2 ҫулхи тихасем кӗтеҫҫӗ.
Урхамахсем – чи ҫывӑх туссем // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
Страницăсем:
- 1