Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

сӑрӑннӑ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫак вӑхӑтра вӗсем патне тавар туянакан — вӑтам ҫулсенчи тӑрмаланчӑк хура ҫӳҫлӗ, йӑпшак кӗре питлӗ, янах таврашне шӑрт пек сухал карталанса сӑрӑннӑ, «хура ӗҫ» ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ мӑтьӑркка арҫын — пырса тӑчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Клентӗр-сушкӑ выртакан ҫӳлӗке сӑрӑннӑ шӑнасем сӗрлесе хӑпар-ни трактир хуҫин юратнӑ ӗҫне татрӗ.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Магазинсене тахҫанах питӗрнӗ, анчах трахтирсенче юрӑ, вӑйӑ-кулӑ, музӑк илтӗннӗ; пыл тавра сӑрӑннӑ шӑна пек, пур трахтире те халӑх кӗрсе тулнӑ, кая юлса кӗрекене ниҫта ларма та вырӑн пулман.

Магазины давно уже заперты, но по трактирам песни, хохот и музыка; всюду набилось народу, что мух на мед, и некуда присесть запоздавшему посетителю.

III // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Рельссем ҫине сӑрӑннӑ саранчасем поезда чараҫҫӗ: саранча ушкӑнӗ ҫине пырса кӗрсен, поезд рельсран тухса кайма пултарать.

Саранча, засевшая на рельсах, останавливает поезд: если налететь на рой саранчи, поезд может сойти с рельсов.

Саранча // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Сӗлӗ йӑранӗ палӑрми сӑрӑннӑ, шупкарах пӑри кӗпҫене кайма ӗлкӗрнӗ, каярах акнӑ пӑрҫапа ясмӑк та улт-ҫичӗ ҫулҫӑ сарнӑ, тепрер ҫумӑр пулсанах калакланма тытӑнать.

Овсяные прогоны уже вовсю пожелтели, бледноватая полба тоже свернулась в трубки; и горох с чечевицей, посеянные значительно позже, выкинули по шесть-восемь листочков, еще один дождь — и начнутся завязи.

II. Кӗтмен парне // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Пыл ҫине сӑрӑннӑ шӑнасем пекех…

Как мухи к меду…

Гимназие вӗренме кӗни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Кашкӑрпа ҫӑхан ҫапӑҫу хирне сӑрӑннӑ пекех ҫавсем те ӑнӑҫман революци хыҫҫӑнах ҫӳреҫҫӗ…

Они следуют по пятам поражения, как волки и вороны на полях битв…

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

8. Темиҫе кунран вӑл ҫав хӗрарӑма илсе килес шутпа тепре кайнӑ; ҫула май арӑслан виллине курма пӑрӑнса кӗнӗ — акӑ ӗнтӗ арӑслан кӑшкарӗ ӑшне ҫӑвӑр хурт сӑрӑннӑ, пыл пухнӑ.

8. Спустя несколько дней, опять пошел он, чтобы взять ее, и зашел посмотреть труп льва, и вот, рой пчел в трупе львином и мед.

Тӳре 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed