Шырав
Шырав ĕçĕ:
Йӑлтах хирӗҫле: вӗренӳре ӗлкӗрейменнисене ачасем кооперативран кӑларса сирпӗтме те пултараҫҫӗ.
III // Александр Савельев-Сас. Савельев-Сас, А. С. Шӑнкӑравлӑ пӗкӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1992. — 272 с. — 49–101 с.
Йывӑҫ папкисем, мӑнтӑрланса та мӑнтӑрланса пырса, хӑйсен витти-хупписене, нӑрӑ ҫунатти пек ҫап-ҫутӑскерсене, пӳрне вӗҫӗпе шач ҫаптарса янӑн айккинелле сирпӗтме тытӑнаҫҫӗ.
Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Услантӑр мучи, табак енчӗкне кӗсйинчен ытла та вӑраххӑн кӑларса, ӑна васкамасӑр умне салтса хурать, кӗсйисене хыпашласа ларсан-ларсан, малтанлӑха яхӑнне тупӑнман ҫулуне пур-пӗрех шыраса тупать; чӗлӗме шаккаса тасатнӑ чух мӗн-мӑн кирлине малтанах пӗлсе тӑракан шӗвӗрсем аслашшӗне мӑк пӗрчисем сӗнеҫҫӗ; Услантӑр мучи чӗлӗмне тасатнӑ хушӑра чӑтӑмсӑр ачасем иккӗн-виҫҫӗн те енчӗкрен илнӗ табака чӗптӗмӗн-чӗптӗмӗн тытса тӑраҫҫӗ, чӗлӗмӗн пушаннӑ хырӑмне кашнин хӑвӑртрах тултарас килет; хырӑмне тултарнипех ҫырлахмасть тата, мур илесшӗ, йӳҫӗ тӗтӗм ашшӗ — чунне хыптармалла унӑнне, чӗлӗмӗнне; пуҫлать вара мучи аллинчи ҫулу чӑлтӑр-чалтӑр хӗм сирпӗтме; Услантӑр мучин йӗс шлепкеллӗ чӗлӗмӗ йӑсӑрланма пуҫличчен тул ҫутӑлса каяссӑнах туйӑнать, анчах та урамра тин ҫеҫ тӗттӗмленсе ҫитнӗ иккен-ха; ҫил-тӑман Пушкин сӑввинчи пекех улать, хӑйне юмах итлеме кӗртменшӗн нӑйкӑшать:
Иккӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Унта пирӗн ҫинчен сӳтсе яврӗҫ, Миша ун чухне секретарччӗ, ҫавӑнпа-и тен, пухура вӑл пире, Вальӑпа иксӗмӗре, шутсӑр хытӑ критиклерӗ, комсомолран кӑларса сирпӗтме ыйту лартрӗ.
Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
2023 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Херш хӑйӗн Substack ҫинчи блогӗнче АПШ тата Норвеги «Ҫурҫӗрти юхӑма» сирпӗтме хутшӑннине пӗлтернӗ.
Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88
Вӑрахран тин насус ҫӑтӑртатса шыв сирпӗтме пуҫларӗ.
Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ун хыҫҫӑн ыттисем те вут сирпӗтме тытӑнчӗҫ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫынни ним усал туманнине курса, хӑй те, шӗтӗрнек хӗрринчи чӑххисемпе пӗрле чакаланса, тӑпра сирпӗтме пикенчӗ.
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Подразделени, хӗҫ-пӑшал ҫитменнине пула, тӑшман танкӗсене сирпӗтме йытӑсене янӑ.
Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.
Кашкӑрӗсем пылчӑклӑ аттисемпе таптама, ҫуртсене сирпӗтме, ҫынсене вӗлерме Раҫҫей ҫӗрне тапӑннӑ Германи ӑҫта пулнине те пӗлмен ним айӑпсӑр, сӑваплӑ, ӗҫчен ҫемьене…
Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Ҫак шывпа чирленӗ чухне ҫеҫ мар, профилактика валли те сирпӗтме юрать.
Ӳсентӑрансене содӑпа имҫамлӑр, чир-чӗрсемпе сиенлӗхсене манӑр! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/us-ll-kanash ... -r-3275751
Фашизма чармаллах, унсӑрӑн пирӗн ялсемпе хуласене сирпӗтме, аркатма тытӑнӗҫ, - тет вӑл.
Пӗрлӗх салтаксен вӑйне ҫӗклет... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12708-p- ... jne-c-klet
Килчӗ хыпар Хусантан Хамӑран тус Хусахран — Касамата ҫӗмӗрме, Улпутсене сирпӗтме Ятарласа пӑлхава Ертес пулать халӑха.
XV. Тавӑрна // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Чи малтанах вӑл гаража сирпӗтме каварлашнисене тупса вӗсен сӑмси-ҫӑварне кӗселентерме, шӑмми-шаккинчен «катлет» тума сӑмах пачӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Шывне вӑл тӑруках чашлаттармарӗ-ха, виҫеллӗ усӑ курса сапрӗ, унтан аллисемпе мачча ҫинчи тӑпрана сирпӗтме пикенчӗ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Вӑл крепость хӳмине сирпӗтме икӗ ҫӗрте те йӑлтах хатӗрленсе ҫитни ҫинчен пӗлтерчӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Крепость хӳмисене тар хурса сирпӗтме хатӗрленекенсем ҫӗр чавса хӳме патнех ҫитрӗҫ ӗнтӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Темиҫе хана сирпӗтме ӗлкӗрнӗ старик питӗ чееччӗ, хӑйне кура ӑслӑччӗ.
1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Рабочисенчен уйрӑлса патшана сирпӗтме хӑтланни «революцилле выляни» кӑна терӗ.
3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хӑш чухне чиркӳ чанӗ патша саманине сирпӗтме те чӗннӗ, ун чухне Шӗнерпуҫӗнче вӑйлӑ пухусем, те пулса иртнӗ.
5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.