Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та тилӗрӗвӗн ҫак сирпӗнӗвӗ майӗпен-майӗпен тамалчӗ; вара тин Моргиана курах кайрӗ: тавӑрупа тилӗрсе ӑс ҫухатни ӑна вӑрмана шалах кӗртсе янӑ иккен.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӑна хирӗҫ хурав — хаяр ятлаҫупа черетлӗ кисретӳ сирпӗнӗвӗ.
IX // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Горна пӗчченлӗх тертлентермест, анчах тунсӑхӗн тилӗрчӗк сирпӗнӗвӗ чӗлпӗрне ленчешкелетет, ҫавӑнпа та халӗ, этем сӑнарӑллӗ ҫиҫӗм сирев килсе ҫитсен, Горн калаҫма май пурришӗн ҫав тери хӗпӗртет.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Ҫак сӳпӗлтетӳ хыҫҫӑн — каллех ҫапӑҫма хатӗр салтаксен кӑшкӑру-ҫухӑру сирпӗнӗвӗ, вӑл тӳремӗн тепӗр вӗҫӗнче ҫар ҫыннисене пил паракан мулла кӑшкӑравӗпе пӗрлешсе кайрӗ.
XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Сӑран петарда сирпӗннӗ хыҫҫӑн Гентра туйӑмсен хӑйне евӗрлӗ сирпӗнӗвӗ кӗрлет.За взрывом кожаной петарды последовал своеобразный взрыв чувств.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Эпӗ Индире вун пӗр слон вӗлернӗ, — лӑпкӑн хирӗҫлерӗ Гент Ван-Ланд ыйтӑвӗ хыҫҫӑн ахӑлтату сирпӗнӗвӗ тамалсан, — вӗсен хушшинче икӗ пӗчченҫӗччӗ.
IV. Слон сунарҫисем // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Унта кӗрмешӳ-айкашу, чарӑнми ахӑлтату сирпӗнӗвӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Аҫа-ҫиҫӗмӗн тепӗр сирпӗнӗвӗ.
III. Ҫӗнӗ «таркӑн» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 66–73 с.
Унӑн ӗмӗчӗ — ҫутӑ чӗрӗлӳ, туйӑмсемпе ӗҫ-пулӑм сирпӗнӗвӗ, ӑнлансах ҫитереймен рехетлӗх ячӗпе пӑлхав.Ее мечтой было яркое возрождение, взрыв чувств и событий, восстание во имя несознанного блаженства.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Пурте виле йӗри-тавра кӗпӗрленчӗҫ; Пэд халӗ туйӑмсен сирпӗнӗвӗ ҫине нихӑҫанхинчен те лӑпкӑрах пӑхать, унӑн командинче нумайӑшӗ вара, револьверне ҫурӑм хыҫӗнче тытса, ушкӑн варринелле хӗсӗнсе кӗресшӗн; кӑшкӑрусенче тимӗр пек янӑракан тембр илтӗнет — эппин, команда хӗрмеллипех хӗрсе ҫитнӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
- 1