Шырав
Шырав ĕçĕ:
сиккелентерме (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Кӗҫех ҫав урасем, шӑннипе пулас, пӗр-пӗрин ҫумӗнче сӗркеленме тытӑнчӗҫ; анчах шӑннине ҫийӗнчех туймарӗҫ-тӗр, кӑштахран тин пӳрнисене вылятма, сиккелентерме пуҫларӗҫ; унтан хӑрах ури, кӗҫех тепри те, ӳплере ҫухалчӗҫ, кайран каллех иккӗшӗ те курӑнчӗҫ те татах пӗр-пӗрин ҫумӗнче сӗркеленсе сӑтӑрӑнма тытӑнчӗҫ.
13 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Куҫ хупса иличчен хӗрарӑм ҫари! ҫухӑрса ярать те ҫавӑнтах тӑнсӑр пулса персе анать, Nikolas хӑйӗн аллисене сиккелентерме те пултарайманнине туять, вӗсене Кирсановӑн сылтӑм алли, тимӗр пиҫиххипе ҫыхса лартнӑ пек, аякӗ ҫумне хӗстерсе лартнӑ, Кирсановӑн сулахай алли, ӑна малтан ҫӳҫрен сӗтӗрнӗскер, халӗ карланкӑран ярса тытнӑ, Кирсанов ӑна: «пӑх-ха, епле ҫӑмӑл пӑвса вӗлерме пултаратӑп эпӗ сана», — тенӗ те карланкӑран чӑмӑртанӑ; Nikolas хӑйне пӑвса вӗлерме, чӑнах та, ҫӑмӑллине ӑнланса илнӗ, Кирсанов алли ун карланкине хытах чӑмӑртаман ӗнтӗ, сывлама пулнӑ, анчах ҫапах та карланкӑран тытса тӑнӑ.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1