Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

салхулланчӗҫ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Кухньӑра ӗҫлекенсем пурте шӑпланчӗҫ, салхулланчӗҫ.

На кухне долго царило молчание, мрачное молчание.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Тарас курчӗ: козаксен речӗсем салхулланчӗҫ, паттӑр ҫынсене пуҫа усни килӗшмест пулин те, козаксем пӗчӗккӗнех тунсӑхлама пуҫларӗҫ; анчах вӑл шарламарӗ: вӑл кӗтме шутларӗ, юлташӗсемпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн тунсӑхласа та пӑхчӑр, терӗ; ҫав вӑхӑтрах вӑл шӑплӑхра вӗсене пурне те сасартӑк козакла кӑшкӑрса хускатма хатӗрленчӗ, ытти халӑхсемпе танлаштарсан пӗчӗк ҫырмасем ҫумӗнчи тинӗс пулса тӑракан славян халӑхӗ, паттӑр та сарлака кӑмӑллӑ халӑх, мӗнле ҫӗкленсе кайма пултарнине пӗлсе, вӗсене чунпа унчченхинчен те ытларах хастарлатас терӗ.

Тарас видел, как смутны стали козацкие ряды и как уныние, неприличное храброму, стало тихо обнимать козацкие головы, но молчал: он хотел дать время всему, чтобы пообыклись они и к унынью, наведенному прощаньем с товарищами, а между тем в тишине готовился разом и вдруг разбудить их всех, гикнувши по-казацки, чтобы вновь и с большею силой, чем прежде, воротилась бодрость каждому в душу, на что способна одна только славянская порода — широкая, могучая порода перед другими, что море перед мелководными реками.

VIII // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

— Аляскӑра ман шӑллӑм пур, теҫҫӗ, — сасартӑк шухӑша кайса каларӗ те Кэукай, унӑн куҫӗсем салхулланчӗҫ.

— На Аляске у меня, кажется, братишка есть, — вдруг задумчиво сказал Кэукай, и глаза у него стали печальными.

Директор каласа пани // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Вӗсем иккӗш те ывӑнса ҫитрӗҫ, салхулланчӗҫ.

Усталость и печаль овладели обоими.

26 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Малтанах амӑшӗ салхулланчӗ, унтан ачисем те салхулланчӗҫ.

Сначала мать нахмурилась, и они нахмурились тоже.

Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.

Вӑл сцена ҫине тухсан, ытти куракансем те салхулланчӗҫ.

Все остальные тоже приуныли, когда она вышла на сцену.

Ялти спектакль // Николай Сандров. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 53–70 стр.

Таврари ҫынсем ҫав тери паллӑ ятсене илтсен, ҫӳле юлнӑ поселоксене, ялсене аса илсе, салхулланчӗҫ.

И люди вокруг, прислушиваясь к этим хорошо знакомым названиям, погрустнели, вспомнив о тех местах, поселках, селах, что остались там, наверху.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed