Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пысӑкки пӗчӗккин пуҫне йӑлтах хупӑрласа тӑнӑ тутӑра салтрӗ, унӑн салоп тӳмисене вӗҫертрӗ, уринчи ӑшӑ пушмакӗсене хыврӗ, вара пӗркеннӗ пӗчӗк хӗрарӑмран ҫара мӑйлӑ чипер платье, шурӑ шӑлавар тата пӗчӗкҫӗ хура пушмак тӑхӑннӑ вуникӗ ҫулхи ытармалла мар хитре хӗрача пулса тӑчӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ивинсем вырӑнне алӑка уҫнӑ ливрейӑллӑ алӑк хыҫӗнче икӗ хӗрарӑм курӑнчӗҫ: пӗри пысӑк, хӑнтӑр ҫухаллӑ кӑвак салоп тӑхӑннӑ, тепри пӗчӗккӗ, пуҫ тӳпинчен ури тупанне ҫити симӗс мӑн тутӑрпа пӗркеннӗ, ун айӗнчен ӑшӑ пушмаклӑ пӗчӗкҫӗ урасем кӑна курӑнаҫҫӗ.
XX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кайрантарах тин пӗр темле карчӑк, салоп та чалӑшса кайнӑ атӑ тӑхӑннӑскер, Берсенева хӗрхенсе, Инсаров хваттерӗ тӗлне кӑтартрӗ.
VII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Чи ирхи вӑхӑтран пуҫлӑпӑр: мӗнпур Петербурга тин ҫеҫ пӗҫерсе кӑларнӑ вӗри ҫӑкӑр шӑрши сарӑлать, урамсем чиркӗве е ҫынсен хуйхине час туякан иртен-ҫӳренсем патне каякан ватӑ карчӑксемпе, ҫӗтӗк платье е салоп тӑхӑннӑскерсемпе, тулнӑ.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Ахах, кӗмӗл, салоп саклата хунине аса илчӗ те Штольц ҫавӑн пирки калать пулӗ тесе шухӑшларӗ; анчах вӑл кун ҫинчен мӗнле пӗлме пултарнине ниепле те тавҫӑрса илеймерӗ; ку вӑрттӑнлӑха вӑл Обломова мар, кашни пуса ӑҫта хунине пӗлсе тӑракан Анисьйӑна та каласа паманччӗ-ҫке?
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл васкаса Ольга шлепкипе салопне илчӗ те, ним тума аптраса, Ольгӑна салоп тӑхӑнтарма пикенчӗ.Он торопливо хватал шляпку и салоп и, в суматохе, хотел надеть салоп ей на голову.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1