Шырав
Шырав ĕçĕ:
саланчӑклӑн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Урӑх вӗсем нимӗн ҫинчен те калаҫса ӗлкӗреймерӗҫ — кӗвӗ вӗҫленчӗ, ташланисем, пиҫсе вӗҫне ҫитнӗ, татса ҫиес чие е черешня пек шӗл хӗрелнӗскерсем, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, сӑмахпа саланчӑклӑн перкелешсе, шӳтлесе-кулса, хӑйсен вырӑнӗсене кайса тӑчӗҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Род ҫӳллӗ ҫӗре васкамасӑр кайса тӑчӗ, аллисене саланчӑклӑн сӑтӑрчӗ, унтан пуҫне ухса ҫыр еннелле вирхӗнчӗ.Род медленно отошел на возвышение, рассеянно потер руки и, нагнув голову, помчался к обрыву.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
— Ӑнланмалла, — килӗшрӗ Кист саланчӑклӑн.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Вӑл ҫӗрле ҫывӑраймарӗ: пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксене шухӑша яракан йывӑр канӑҫсӑрлӑх нумайлатрӗ, табак вакланӑ май аллисем ҫӗҫӗ айӗнче сиккелекен татӑксене тӗлсӗррӗн хускатса саланчӑклӑн пуҫтараҫҫӗ.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Страницăсем:
- 1