Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, район руководстви вӗсене ӑшӑ сӑмахсем каласа, ырӑ-сывӑ таврӑнма сунса ӑсатса ячӗҫ.
«Эпир сире кӗтетпӗр, сирӗнпе мӑнаҫланатпӑр!» // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/10004-epir-s ... aclanatp-r
Вӗсен вӑхӑтне кӑсӑклӑ та усӑллӑ ирттерме лагерь руководстви тӑтӑшах тӗрлӗ мероприятисем, тӗлпулусем йӗркелет.
Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi
Вӗсем пӗр япала ҫинчен ҫеҫ калаҫҫӗ: командовани, отрядри парти руководстви, чи малтанах Павӑл юлташ, пӑтрашӑнса аташса кайнӑ.
31 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Нимӗҫсем наступлени тунӑ чухне отрядӑн мӗн тумалли планӗ Павӑл пуҫӗнче хатӗрленсе ҫитнӗ те ӗнтӗ, анчах плана парти руководстви тунӑ пулсан, вӑл хӑйне татах та шанчӑклӑрах туйса тӑнӑ пулӗччӗ, — ҫакӑн пек йывӑрлӑхра нихҫан та пулса курман отрядӑн кун-ҫулне татса парас ӗҫе парти руководстви хутшӑнни, паллах, лайӑхрах.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Сывлӑшра вӗҫекенсен кружокӗн авторитечӗ ҫав тери ӳснӗ, училище руководстви вара кружока кирлӗ материалсем тупса парас ӗҫе хӑй ҫине илнӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Техникӑна вӗрентекен аслӑ училище руководстви аэродинамика трубине вырнаҫтарса лартма пӳлӗм уйӑрса панӑ, вӗсене училище мастерскойӗсемпе усӑ курма ирӗк панӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Валерий Чкалов лайӑх вӗҫнине тивӗҫлӗн хакласа, шкул руководстви хӗрӳ летчика «сивӗтме» тӑрӑшнӑ, ӑна лӑпкӑрах та чӑтӑмлӑрах пулма, пур правилӑсене те ҫирӗп пӑхӑнса вӗҫме сӗннӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Чкаловӑн вӗҫес ӗҫри чаплӑ ӗҫӗсене документсенче те палӑртнӑ, Борисоглебскри вӗҫев шкулӗн руководстви ун аттестацийӗ ҫине ҫапла ҫырса хунӑ:
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Строительство руководстви пире элек памарӗ, анчах Беридзепе унӑн помощникӗсен юнне эсир мӗн чухлӗ пӑснине эпир хамӑр та пӗлетпӗр.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Сочире Крым руководстви урам енчен симӗс топольсемпе, кипариссемпе хупланнӑ икӗ хутлӑ пӗчӗк гостиницӑра вырнаҫнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Большевиксен тактикӑлла руководстви питӗ вӑйлӑ та вырӑнлӑ пулчӗ.Тактическое руководство большевиков оказалось весьма эффективным.
5 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Паян Прохарченко туса хатӗрленӗ, парти руководстви ырланӑ плана хирӗҫ тухса калама мӗн хӗтӗртрӗ-ха мана?
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
- 1