Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗрерӗшне те пулин каялла тавӑрса парасчӗ…
Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
Ҫӗнӗ йышши тырпул ҫитӗнтерекенсем миллионшар пӗрчӗрен пӗрерӗшне, хӑйсене кирлине кӑна суйласа илнӗ пек, пуҫри пин-пин шухӑшран пӗрне — тӗрӗссине! — ҫеҫ суйласа илмеллине пӗлтермест-ши ку «сарӑ кӑткӑ тӗми»?
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Ну, кусене, ятарласа чикнӗскерсене, хӑвӑр пур та, пӗрерӗшне парам-ха.
10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Вӑл ҫырса панӑ хутсенчен пӗрерӗшне курчӗҫ пуль те, ку ҫынна хамӑр пата илес терӗҫ пуль.Наверно увидели какую-нибудь из бумаг, написанных Яндулом, вот и решили пригласить.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ун вырӑнне пӗрерӗшне тытсан вара пӗтӗм ял пуҫтарӑнать, темиҫе ҫул асӑнмалӑх калаҫу пулать…А уж если изловит кто косолапого, вся деревня соберется и долго еще будут вспоминать, как все было…
Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пӗрерӗшне тытса, йӗммине антарса вӗлтренпе!
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
— Мӗнле-ши, Микулай, пулӑшмӑн-ши пӗрерӗшне учитӗле тухма.
4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Пӗрерӗшне парсанччӗ пире, — хӑюлӑхшӑн! — тенӗ мужик, Саша умӗнче тӑрса.Ты бы поднесла мне для ради храбрости! — говорил мужик, стоя около Саши.
VIII // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах авалхи сӗм ҫӗр айӗнчи ҫук вырӑнсенче пурӑннӑ пулсан, кам пӗлет, ҫав тӗлӗнмелле тискер кайӑксенчен пӗрерӗшне, тен, халӗ те ҫак вӑрман сулхӑнӗсенче, е ҫак чӑнкӑ чул сӑртсен хыҫӗнче юртса ҫӳрет пулӗ? терӗм.
XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Командирпа тӗл пулнӑ чух кӑштах тӗплесчӗ пӗрерӗшне.
XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
- 1