Шырав
Шырав ĕçĕ:
пӑрахкаланӑ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Пуҫ тӑрринчех, хурӑн ҫинче, каҫса кайсах шурӑ курак кранклатать; инҫех те мар, лӑппи-лаппи пӑрахкаланӑ пӗчӗк ҫапӑ купи тӗлӗнче, нӑрхлаткаласа, самӑр сысна ҫӗр ҫӗтет; хӳмелли хӑма купи тӗлӗнче йӑпшакрах ула лайка хура кушака вирхӗнсе хӳтерсе кайрӗ; лапӑркка шыв кӳленчӗкӗ ҫывӑхӗнче аҫаллӑ-амаллӑ хур пулкки какӑлтатать; таҫта, хыҫал касра, ытла та сывӑ, харсӑр, ясар саслӑ автан ял янратсах «кӑкӑрне тӗппи пушатать»: куккурукку-у-у-ук!
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Урисемпе шуҫа-шуҫа (кӗлесӗр пушмак тӗпӗсем паян самай «ҫӗре таптанипе» ҫапла якалнӑ-ши?) пылчӑклӑ хӑйӑр, вӗтӗ чулсене кӑчӑр-кӑчӑр кӑчӑртаттарса вунӑ-вун пилӗк утӑм пек ҫыран хӗррипе тӑвалла, кимӗ станцийӗ патнелле хӑпарсан, вӗсен куҫӗ тӗлне будка евӗрлӗ лӑпсӑр-лапсӑр ҫуртпа юнашар ӗретсӗр пӑрахкаланӑ кивӗ, ҫӗрӗк хӑмасен купи лекрӗ (вӗсене такам вутӑ вырӑнне ҫунтарма пухнӑ пулас).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Эпӗ ҫамрӑк чухне хам та ҫаплах пӑрахкаланӑ.
V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Автомашинӑсене ҫырма-ҫатрасене антарса, ҫиелтен ку вырӑнсенчи пӗртен-пӗр ӳсентӑран тенӗ пек эрӗм ҫыххисем пӑрахкаланӑ маскировка сеткисемпе витӗнтерсе хучӗҫ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Унта-кунта пӑрахкаланӑ авӑнчӑк хӑмасем тӑрӑх, чул тиенӗ тачкӑсем ҫинелле пӗшкӗнсе, ерипен, умлӑн-хыҫлӑн ҫынсем мекӗрленсе утаҫҫӗ, вӗсене хирӗҫ ыттисем, пӗр минутлӑх канӑва икӗ минута тӑсас тесе, ерипен, пушӑ тачкисене тӗксе пыраҫҫӗ…
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Страницăсем:
- 1